Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2019, 15:08 Просмотров: 302

Çамрăк футболистсемпе тĕл пулнă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче çамрăк футболистсемпе тĕл пулнă. «Футбол – шкула» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турниртан бронзăпа таврăннă спортсменсем Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ Наталья Гурьева каланă тăрăх — шкулта 200 яхăн яшпа хĕр футболпа кăсăкланать. Шкул командисем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕнче спортпа туслисем валли лайăх услови туса панă: 3 спортзал, футбол лапамĕ, бассейн... Шкул ачисем баскетболла, волейболла выляма юратаççĕ, ишме вĕренеççĕ. Сергей Лесин тренер каланă тăрăх — ачасем пуçламăш класра чухнех футбол вăрттăнлăхĕсемпе паллашма тытăнаççĕ. Çакă вĕсене çитĕнÿ тума пулăшать. Паянхи маттур яшсем виçĕ çул каяллах Пĕтĕм Раççейри ăмăртура кубок çĕнсе илнĕ.

 

 «Туслăх хĕлхемĕ» чăваш ачисене пуçтарчĕ

Вĕрентÿ институтĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртнĕ. Кунта Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен, хулинчен чи маттур ачасем пуçтарăннă. Тупăшу 1-4-мĕш классем хушшинче çак номинацисемпе пулнă: «Чăваш вăййи», «Сăмах илемĕ», «Чăваш апачĕ», «Чăваш ташши», «Янра, чăваш юрри».

Слета йыхравлаççĕ

Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать. Пĕрремĕш слет 2014 çулта иртнĕ, 2018 çулта иккĕмĕшне йĕркеленĕ. Кăçалхи слет хăйне евĕрлĕ пулĕ. Унта кÿршĕ регионсенчи тăван чĕлхепе çыракан тĕрлĕ халăх ачисене те йыхравланă. «Хыпар» хаçат никĕслевçине Николай Никольские тата «Самант» журнал — 90 çул, «Тетте» журнал 25 çул тултарнине халалланă слет ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çак адреспа иртĕ: Шупашкар, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Ăна халалласа кашни çулах республикăра «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ диктанта кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çырĕç. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ диктантăн текстне палăртас тĕллевпе конкурс пуçарнă. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра йĕркелÿ комитетне туса хунă. Унта республикăри паллă ăсчахсемпе çыравçăсем, тĕрлĕ организаци ертÿçисем кĕнĕ. Акцие хутшăнас текенсем яланхи пекех аслă шкулсенче тата ытти учрежденире пухăнĕç, çавăн пекех радиопа паракан тÿрĕ эфир вăхăтĕнче диктант çырма пултарĕç.

Чи лайăххисене палăртĕç

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн республикăра туризм отраслĕнче тăрăшакансен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ пуçланнă. Професси ăстисен тупăшăвне РФ  туризм енĕпе ĕçлекен федераци  агенстви   пуçарнă, ăна кашни çулах ирттереççĕ. Сăмах май, пирĕн республикăра та çулсеренех «Туризм индустрийĕн лидерĕ» конкурс ирттереççĕ. Унта туризм отраслĕнче пысăк çитĕнÿ тунă пултаруллă специалистсене чыслаççĕ.

Гимн авторне манмаççĕ

ЧР Наци библиотекинчи «Мерчен» музыка тĕпелĕнче «Герман Лебедев – гимн авторĕ» асăну каçĕ иртнĕ. Чăваш композиторĕ çуралнăранпа ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 106 çул çитет. Яланхи пекех асăну каçĕнче Республика Гимнĕ янăранă. Мероприятие республикăри паллă искусствоведсем, культурăпа ÿнер çыннисем, Шупашкарти Ф.Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăннă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика