Урамсемпе картишсене тирпейлеме пуçламалла

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2019, 15:13 Просмотров: 344

Район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисемпе, Патăрьелĕнче вырнаçнă организаци-предприяти, учреждени руководителĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ анлă канашлура паянхи куншăн чи çивĕч ыйтусене уçăмлатрĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ, умри тĕллевсене çивĕчлетрĕ.

Хальхи вăхăтра пурне те калаçтаракан ыйту вăл - коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă самантсем. Шăпах хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов иккĕленỹллĕ самантсене уçăмлатма тăрăшрĕ. Акă, çỹп-çапа ятарласа палăртнă вырăнсене (реестра кĕртнĕ) çеç пухса хумалла. Çавăн пекех тата турттарса кайнăшăн вăхăтра тỹлевпе татăлмалла. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра чи кайрисенчен пĕри тесен те юрать: списока кĕртнисенчен 17,7 проценчĕ çеç укçа тỹленĕ.

- Çỹп-çап ыйтăвне район прокуратури те çирĕп тĕрĕслевре тытса тăрать, татса паман самантсене уçăмлатма тăрăшать, - терĕ район прокурорĕ Николай Осипов сăмах илсе. Çуркунне çитнĕ май тавралăха тасатас, тирпей-илем кĕртес енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 7-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсем, апрелĕн 15-мĕшĕнчен майăн 11-мĕшĕччен тавралăха тасатас, симĕслетес енĕпе уйăхлăх, апрелĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа майăн 8-мĕшĕччен "Йывăç ларт, ăна упра" акци иртĕ районта. Паллах, çак мероприятисене ял тăрăхĕн вăйĕпе çеç ирттереймĕн, пур организаци-предприяти, учрежденин хастарлăх кĕтартмаллах.

- Патăрьел - район тĕкĕрĕ. Килен-каянсене тасамарлăхпа тĕлĕнтерер мар, кашни организаци-учреждениех палăртнă кунсенче субботниксене тухмаллах, - палăртрĕ Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Львов.

Çанталăк ăшăтнă май Пăла шывĕ çырантан тухса каяс хăрушлăх пулма пултарать.

- Пĕлтĕр шăпах апрелĕн 11-мĕшĕнче хăш-пĕр ялсенчи çуртсене шыв илнĕччĕ. Çавăнпа та Пăлари шыва асăрхасах тăмалла, - терĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин.

Республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон старт илчĕ.

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара апрелĕн 9-мĕшĕнче сумлă лару-тăрура ыр кăмăллăх мероприятине уçатпăр. Сăваплă ĕçрен никам та айккинче юлмасса шансах тăратпăр, - терĕ пухăннисене марафона хутшăнма чĕнсе район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова. Алевтина Леонидовна май уявĕсене тивĕçлипе ирттерес ыйтусене те хускатрĕ.

Районти шкул ачисемпе çамрăксен спорт шкулĕпе Патăрьелĕнчи ФСК "Паттăр" директорĕ Алексей Краснов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ГТО нормативне пурнăçлас тĕлĕшпе палăрнисене ырăпа асăнчĕ, çывăх вăхăтра хăш организаци-предприятинче тăрăшакансем çак тĕллевпе спортзала пухăнмаллине пĕлтерчĕ.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика