Чăваш Ен опытне ырланă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2019 15:14 Просмотров: 172

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывăн 20 субъектĕнче, çав шутрах Чăваш Енре те, аналоглă хыпарлава сÿнтерме пуçлаççĕ.

Регионсем ку ĕçе хатĕр-и – çак ыйтăва РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ - РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçи Константин Чуйченко ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă.

Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие çывăх кунсенче улшăнусем пулакан регионсен представителĕсем те хутшăннă. Аналоглă хыпарлава сÿнтерес ĕçе мĕнле хатĕрленни пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – регион Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев каласа кăтартнă. Вăл цифрăллă эфир телекуравĕ çине куçас ĕç планпа килĕшÿллĕн пынине пĕлтернĕ. Тÿлевсĕр 20 телеканалпа республикăн пĕтĕм территорийĕнче тенĕ пекех (99,1%) пăхма пулать.

Электроникăпа йăла техникин лавккисенче, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче цифрăллă телесигнала йышăнмалли тĕрлĕ оборудовани сутаççĕ. Цифрăллă телекурав çине куçас ĕçре 1100 волонтер май килнĕ таран пулăшать. Республика бюджетĕнчен граждансен социаллă хÿтлĕх кирлĕ категорийĕсем валли 9,8 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Юрий Васильев цифрăллă эфир сигналĕ çитеймен территорисем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Республикăра çакнашкал 83 ял. Çывăх вăхăтри улшăнусем пырса тивекен гражлансемпе адреслăн ĕçленине палăртнă Юрий Васильев. Вăл ку лару-тăрăва республика Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.

Раççей цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Алексей Волин регионсене телекурава спутниксĕр пуçне урăх нихăш майпа та пăхайман çынсен шутне тĕп-тĕрĕс палăртма чĕнсе каланă. Вăл Чăваш Ен опытне ыттисен те шута илмеллине палăртнă: пирĕн регионта цифрăллă сигнала йышăнма кирлĕ оборудование вырнаçтарас ĕçе почтальонсене те явăçтараççĕ. Раççей почтин  ĕçченĕсем заказ панă оборудование киле пырса параççĕ çеç мар, ăна çыхăнтарма тата ĕçлеттерсе яма та пулăшаççĕ.

А. ИЛЬИН

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4