Тăвайсем пирĕн камите тăвăллăн алă çупса йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019 11:09 Просмотров: 160

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕшĕн Раççейри Театр çулталăкĕ ăнăçлă çеç мар, тухăçлă та иртсе пырать. Сцена ăстисем хамăр патри халăха çеç мар ытти районти куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланине ырламасăр тăраймăн. Темиçе кун каялла Патăрьел халăх театрĕн артисчĕсем Луиза Леонтьева режиссер-автор хатĕрленĕ "Тинех лекрĕн капкăна" камитпе Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Шутова асра тытса йĕркеленĕ фестивале хутшăннă. СССР тата Чăваш халăх артисткин - Вера Кузьминан - ентешĕсем Патăрьелсен сцена çинчи пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хаклани харама кайман. Пирĕн халăх театрĕн артисчĕсем виçĕ район хушшинче йĕркеленĕ фестиваль-конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса таврăннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4