Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019 11:19 Просмотров: 148

Студентсем яла кайма хатĕр

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вулавăшĕнче уçă калаçу иртнĕ. Педуниверситетăн студенчĕсемпе аспиранчĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕпе Сергей Кудряшовпа тата аслă шкулăн ректорĕпе Владмир Ивановпа тĕл пулнă. Çамрăксем тĕрлĕ ыйтăва хускатнă. Вĕсем яла ĕçлеме кайма ха- тĕрри çинчен пĕлтернĕ.

Капиталлă юсав ĕçĕ хакланĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР строительство министрĕ Алексей Грищенко капиталлă юсавпа çыхăннă ĕçсен хакне ỹстересси пирки пĕлтернĕ. Вăсем 2014 çултанпа хăпарман. Çав вăхăтрах унтанпа технологисем те улшăннă, строительство материалĕсем те хакланнă. Пĕтĕмĕшле илсен капиталлă юсав 10-15 процент хакланать. Çакă юсав ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатма май парĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак йышăнăва хирĕçлемен, анчах тивĕçлĕ тытăмсене кашни позици тĕлĕшпе хаксене хăпартни вырăнлине тĕрĕслеме сĕннĕ - ỹсĕм инфляципе шайлашуллă пулмалла. Сăмах пурăнмалли çуртсене юсама халăх пухакан укçа пирки пырать - унпа тирпейлĕ усă курмалла.

Вĕсене кун пеккине курман

Чăваш наци музейĕнче ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче фотоĕçсен "Раççей Паттăрĕсем: вĕсене кун пеккине никам та курман" курав ĕçлеме пикеннĕ. "Ăрусене асра тытса" ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ курав çĕршыври паттăрсем - Паралимп чемпионĕсем, Раççей тата Ĕç Геройĕсем, хĕрỹ вырăнсенче пулнисем - çинчен каласа кăтартать. Фотопроектра Чăваш Енре çуралса ỹснĕ Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн сăн ỹкерчĕкĕ те вырăн тупнă.

Производство вăй илет

Шупашкарти "Промтрактор-Промлит" пĕрлĕх производство калăпăшне ỹстерсех пырать. Тĕллев -5,6 миллиард тенкĕлĕх продукци кăларма пуçласси. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн çынсене ĕçе илме пуçланă. Нарăс уйăхĕнче - 114-ăн, пуш уйăхĕнче 105-ĕн вырнаçнă. Раштавччен тата 495 çынна йышăнасшăн. Производство калăпăшĕ пысăкланни шалăва ỹстерме те май панă. Хальхи вăхăтра, тĕслĕхрен, обрубщиксем 65 пин тенкĕрен ытларах илеççĕ.

Вăрлăх пахалăхĕ ỹсет

Республикăри аграрисем хатĕрленĕ вăрлăхăн 99 проценчĕ кондицие ларнă. Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсем тата фермер хуçалăхĕсем çурхисен тата пăрçа цышши культурăсен 50,4 пин тонна (çурхи ака ĕçĕсене ирттерме кирлин 102 процентне) хатĕрленĕ. "Россельхозцентр" учрежденин республикăри филиалĕн специалисчĕсем 49,4 пин тонна вăрлăх тĕрĕсленĕ, 46,1 пин тонна кондициллĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Эрнелĕх пырать

ЧР культура министерстви "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕнче "Çут тĕнчене парăнтарнисем" космос фильмĕсен эрнелĕхĕ пыни çинчен пĕлтерет. Çак кунсенче Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсем Андриян Николаев космонавтăн пурнăçне сăнлакан "Избранник народа" документлă фильм курнă. "Чăвашкино" фондĕнче паллă ентеш çинчен ỹкернĕ фильмпа сюжет нумай.

Фестиваль иртнĕ

Шупашкарти Ф. М. Лукин ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ музыка шкулĕнче Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнине халласа "Пур ĕçе те ăста" республикăри пиллĕкмĕш фестиваль иртнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4