"Цифра" çине куçатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019 11:27 Просмотров: 150

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçать. Малашне республикăра пурăнакансем, вăл шутра пирĕн районта та, тỹлевсĕр 20 канал пăхма пултараççĕ. 2013 çулччен кăларнă "сенкер экрансемпе" передачăсене курма ятарлă приставка тата дециметрлă антенна кирлĕ пулать. Çĕннисем цифрăллă эфир телеканалĕсене йышăнма хатĕр, вĕсене дециметрлă антенна çумне кабельпе çеç сыпăнтармалла.

Районти халăх цифрăллă телекурава куçма хатĕр-и? Çакна пĕлес тĕллевпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пур уйрăм хуçалăха тĕрĕсленĕ. Тĕпченисенчен 9930-шĕ (72,5 процент) спутник антеннипе, 2959-шĕ (21,5) цифра приставкипе тата DVB-T2 телевизорпа, аналоглă сигналпа 820-шĕ (6 процент) усă курать. 700 хуçалăх цифра куравĕ çине çак кунсенче куçнă. Аналоглă телевидени пуррисем патне цифра çине куçмаллине пĕлтерсе çырнă хутсене тата оборудовани туяннăшăн паракан пулăшу пирки информаци çитернĕ.

Аслă çултисене цифрăллă курав çине куçма кирлĕ хатĕрсене вырнаçтарма ятарласа вĕреннĕ 92 волонтер пулăшать. Волонтерсене чĕнсе илес тесен ял тăрăх администрацине пĕлтермелле е "хĕрỹ линие" шăнкăравламалла. Консультаци илес текенсем (8352) 26-11-11 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пултараççĕ. Специалистсем тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Хальхи вăхăта районта пурăнакан икĕ çын "хĕрỹ линипе" çыхăннă. Вĕсем патне волонтерсене янă. Районти социаллă хỹтлĕх пайне оборудовани туяннăшăн паракан компенсаци пирки пĕр çын ыйтса çырнă.

Цифра телекуравĕ тата ун çине куçмалли йĕрке пирки район администрацийĕн сайтĕнче ятарлă баннер пур.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4