Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн - сăваплă ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:10 Просмотров: 295

ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пысăк уява хатĕрленсе ял тăрăхĕсенче палăксене йĕркене кĕртеççĕ, çĕнетеççĕ, картисене тирпейлеççĕ, сăрлаççĕ тата ытти те. Именкассинче вара Çĕнтерỹ кунĕ умĕн сăваплă та кирлĕ ĕçе пикеннĕ, Петр Цыганов хастар староста пуçарăвĕпе тата ял халăхĕн вăйĕпе иртнĕ шăматкун Аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса лартакан палăкăн никĕсне янă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тата Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ Эмир Алимов та хутшăннă.

- Сăваплă та ырă ĕç пуриншĕн те кăмăллă. Именкассисен пархатарлă пуçарăвĕ ял, район историйĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăм, - тенĕ Светлана Васильевна палăк никĕсне яма пуçтарăннисене тав сăмахĕ каланă май.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика