Хăрушлăх пуррине тĕпе хурса

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:31 Просмотров: 290

Россельхознадзор специалисчĕсем 2018 çултанпа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хăрушлăх пуррине тĕпе хурса тĕрĕслеме тытăнчĕç. Çакăн тĕллевĕ - патшалăх тĕрĕслевне йĕркеленĕ чух ĕç, пурлăх тата финанс ресурсĕсене виçеллĕ тăвасси, тĕрĕслекенсен тăкакне чакарасси тата вăхăта перекетлесси.

Ку енĕпе хăрушлăх виçĕ категориллĕ: вăтам, виçеллĕ тата пĕчĕк. Çакă тĕрĕслевсем ирттермелли тапхăра та палăртать. Сăмахран, вăтам хăрушлăхлă çĕр лаптăкне виçĕ çулта пĕрререн ытла тĕрĕслемелле мар. Виçеллĕ хăрушлăх категорине кĕртнисене - 5 çулта. Енчен те юридици тытăмĕсен, уйрăм предпринимательсен тата çĕр хуçисем шутланакан граждансен лаптăкне хăрушлăхăн пĕчĕк категорине кĕртнĕ пулсан тĕрĕслевсем ирттермеççĕ. Анчах та вăл е ку лаптăк пирки çыру е çăхав пулсан тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелеççĕ.

Мана тивĕçекен лаптăка хăш категорине кĕртнĕ-ши? Кашни çĕр хуçин çак ыйту çуралать пулĕ. Тỹрех хурав пама та çук. Чăваш Енре çĕр лаптăкĕсене хăрушлăх категорийĕсем çине пайласси вăй илсе пырать. Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшли 52633 лаптăк, çак шутран 2019 çул пуçланиччен 17683-ĕн хăрушлăх пуррине палăртнă.

Хăрушлăха палăртасси - кăткăс ĕç. Кунта куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реес- трĕнчи, Патшалăхăн çĕр фончĕн материалĕсене тата патшалăх ирттернĕ мониторинг пĕтĕмлетĕвĕсене тата ытти информацие тĕпе хураççĕ.

Халăх (публичная) карттинче лаптăк чиккисене курма пулать. Шăпах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр мĕнле лаптăксемпе чикĕленнине кура хăрушлăх категорине палăртаççĕ.

Виçеллĕ хăрушлăх категоринче çĕр лаптăкĕн чиккинче магистраль пăрăхĕсем, юнашар промышленность, энергетика, транспорт, çыхăну, радиохыпарлав, телекурав, информатика ĕçĕпе çыхăннă çĕрсем пуррине шута илеççĕ.

Ятарлă тĕллевпе -космос ĕç-хĕлĕпе, хỹтĕлевпе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе усă куракан çĕрсем вырнаçнине те пăхаççĕ. Çывăхра кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетекен комплекс пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта вĕсен хăватне те шута илмелле. Сăмахран, кайăк-кĕшĕк 40 пин пуç валли пулсан вăтам категорие кĕреççĕ, сахалрах чухне - виçеллине.

Вăтам хăрушлăхлă категорире - мелиораци лаптăкĕсем. Кунсăр пуçне кадастр хакне те тĕпе хураççĕ - вăтам хакран 50 процент е ытларах хаклăрах пулсан.

Саккунсемпе килĕшỹллĕн вăтам хăрушлăхлă категорие лекекен лаптăка виçеллине куçарма май пур. Юлашки тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăснине тупса палăртман пулсан, А. Андреев патшалăх инспекторĕ каланă тăрăх, кăçалхи тĕрĕслев планĕнчи лаптăксем пурте тенĕ пекех виçеллĕ хăрушлăх категорие кĕртнĕскерсем.

Уйрăм çынсен лаптăкĕсенчен чылайăшĕ пĕчĕк хăрушлăхлă категорие лекеççĕ. 2019 çул пуçламăшĕ тĕлне уйрăм çынсен - 16756 лаптăкне, предпринимательсен - 848, юридици тытăмĕсен 365 лаптăкне çак ушкăна кĕртнĕ. Вăтам хăрушлăхлă категорие уйрăм çынсен çĕрĕсем лекмен, кунта пурте -юридици вăйĕнче тăракансен çĕрĕсем.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал 300 çыннăн, 15 ял тăрăхĕн, юридици вăйĕнчи 10 тытăмăн çĕрĕсене тĕрĕслеме планланă.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика