"Чăваш чĕлхи кунĕсем" акци иртет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:36 Просмотров: 268

"Хыпар" хаçат пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем "Чăваш чĕлхи кунĕсем" пĕрлехи акци ирттереççĕ. Вунă кунлăх вăхăтĕнче район, республика хаçачĕсенче тĕрленчĕксемпе статьясем пичетленеççĕ, телерадио каналĕсенче радиоочерксемпе телекăларăмсем кун çути кураççĕ. Çавăн пекех "Авангард" хаçат редакцийĕ те акцие хутшăнса викторина ирттерет.

Викторина ыйтăвĕсем:

1. Чăваш чĕлхи кунне хăçантанпа уявлатпăр?

2. Патăрьел район хаçачĕ хăçан тухма пикеннĕ тата мĕнле ятпа?

3. Чăваш Республикинчи "Чĕлхесем çинчен" саккуна хăçан йышăннă?

4. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пурăннă çулсем?

5. Патăрьел район хаçачĕ хăçан "Авангард" ятпа пичетленме тытăннă?

Çак ыйтусен хуравĕсене апрелĕн 23-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен "Авангард" хаçат редакцине 6-14-46 номерпе чи малтан шăнкăравласа тĕрĕс пĕлтерекен 3 çынна парне кĕтет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика