Экологи "десанчĕ" Пăла çыранĕсене тасатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2019, 09:53 Просмотров: 190

РАЙОН территорийĕнче вырнаçнă Пăла юхан шывĕ тасалăхпа тирпейлĕх тĕлĕшпе пиртен пысăк пулăшу кĕтет. Çакна тĕпе хурса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул, Патăрьел ял тăрăхĕпе акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн администрацийĕсем пĕр шухăшлă пулса çак кунсенче Пăлан сылтăм çыранĕнче субботник йĕркеленĕ. Экологи десантĕнчи тĕп вăй - шкулти педагогсемпе "ДобрОтворцы" волонтерсен отрячĕ. Тавралăх илемĕшĕн кар тăнă хастарсем çыран хĕррипе сапаланса выртакан ăпăр-тапăра пуçтарнă, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем шыва кĕрекен вырăна тасатнă, тин çеç шăтса тухнă кăтра курăка саркаланса ỹсме чăрмантаракан çỹп-çапран тирпейленĕ.

Пăла юхан шывĕ районти чылай ял çумĕпе шăнкăртатать. Пурте Патăрьелсен ырă тĕслĕхне ăша хывсан çыран хĕррине анса хăпарма та кăмăллă пулĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика