Çамрăкла вĕренни чул çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2019, 10:14 Просмотров: 262

"Тĕпчевсен кăтартăвĕсемпе кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекенсем гуманитари тата ытти наукăсене алла илессипе ỹсĕмсем тăваççĕ. Çакна конкурссенче, тĕрлĕ универсиадăра малти вырăнсене йышăнни те çирĕплетет. Вĕсем вĕренĕвĕн паха енĕсем пулаççĕ те", - тесе палăртрĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕнче.

Çакăнпа килĕшме кăмăллă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче эпĕ Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пĕрремĕш класс ачисене вĕрентетĕп. Çак ĕçре çĕнĕ çын мар. Вĕренсе тухнăранпа темиçе кăларăм та тухрĕ. Унчченхисемпе танлаштарсан ача шучĕ кăштах чакни çеç пăшăрхантарать. Ун вырăнне кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăн ĕçлеме майсем ỹсеççĕ.

Ачасене тарăн пĕлỹ илме мĕн пур услови пур шкулта. Вĕсемпе урокра та, класс тулашĕнче те сахал мар ĕçлетпĕр. Тăрăшни сая каймасть. Акă К. Медведев районта ирттернĕ "Чĕрĕ çут çанталăкăн вăрттăнлăхĕсем" литература конкурсĕнчен пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕ. У. Осипова "Анне чĕри" тупăшура мала тухрĕ. Районти "Çăкăр" музейĕ "Çулталăк символĕ- 2019" конкурс йĕркеленĕччĕ. Унта та кăмăлтан хутшăнчĕç вĕренекенсем. М. Никитина пĕрремĕш, У. Осипова иккĕмĕш вырăнсемшĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕç.

"Пăхаттир аттесем" конкурсран та айккине юлмарăмăр. К. Медведев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

2019 çул - Театр çулталăкĕ. У. Осипова "Чуна тыткăнлать театр" конкурса хутшăнма кăмăл турĕ.

Шкул шайĕнче иртекен мероприятисенчен те пăрăнса юлмаççĕ вĕренекенсем. К. Рыбкина сăвă вулассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Д. Рыбкинăпа Д. Рубцова ỹкерчĕкĕсем призлă вырăнсене тивĕçрĕç тата ытти те.

Ачасене пĕлỹ парас ĕçе патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн туса пыма тăрăшатпăр. Воспитани ĕçне ашшĕ- амăшĕ те тỹрремĕнех хутшăнать. Çавăнпа пĕрлехи мероприятисене вĕсене те явăçтаратпăр. Ывăл-хĕрĕ куллен мĕн тунипе аслисене паллаштарсах тăратпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем кашни кунах ачисене шкула ăсатма, кĕтсе илме вĕренỹ учрежденине килеççĕ. Çавăнпа çитĕнекен ăру киле панă ĕçе пурнăçламасăр шкула утмасть. Кĕçĕннисен ыйту нумай çуралать. Вĕсене ашшĕ- амăшĕ те, вĕрентекен те тивĕçлĕ хуравсем пама тăрăшать. Класс сехечĕсенче, класс пухăвĕсенче аслисен тĕслĕхĕпе çамрăкла тăрăшса вĕренни пурнăçра пысăк ỹсĕмсем тума пулăшнине уçса паратпăр.

Н. САЛМИНА, кĕçĕн классене вĕрентекен

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика