Районта -"Чрезвычайлă лару-тăру" режимĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 09:01 Просмотров: 176

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта районти чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата асăрхаттарассипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Вĕсем кĕрхи культурăсен пысăк пайĕ пĕтнĕрен район территоринче "Чрезвычайлă лару-тăру" режимне кĕртессине пăхса тухнă. Мероприятие ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен представителĕсем хутшăннă.

"Верхне-Волжское" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕ _гидрометеорологипе тавралăха мониторинг тăвакан центр - пĕлтернĕ тăрăх кĕрхи культурăсем 2018 çулхи август тата сентябрь уйăхĕсенче тăпрара çителĕклĕ нỹрĕк пулманран йĕркеллĕ шăтайман, унсăр пуçне япăх хĕл каçнă. Комисси сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тата район администрацийĕн 2019 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 298-мĕш постановленийĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 22-мĕшĕнчен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Чрезвычайлă лару-тăру" режимне кĕртнĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика