"Частник" операци пуçланать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 09:37 Просмотров: 191

Апрелĕн 29-мĕшĕнчен республикăра, пĕрлех районта та "Частник" профилактика операцийĕ пуçланать. Вăл пĕр уйăха тăсăлать. Çак тапхăрта районти Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕпе И. Васильевпа çул-йĕр инспекторĕсем предпрятисемпе организацисенчи, уйрăм çынсен тракторĕсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техникăна тĕрĕслеççĕ. Вĕсем "хурçă ут" юсавлăхне, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, тивĕçлĕ документсем пуррине, çавăн пекех çын пурнăçĕшĕн тата çут çанталăкшăн хăрушлăх кăларманнине, ĕç хăрушсăрлăхне пăхăннине пăхаççĕ. Йĕркене вĕсене пăсакансене явап тыттараççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика