Телейĕ -юратнă ĕçре

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 08:58 Просмотров: 194

Илемлĕ те тỹлек, уяр çанталăкпа киленсе урампа калаçса утатпăр. Шỹтлетпĕр, кулатпăр, пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илетпĕр, концерт-спектакль лартнă самантсем те куç умне тухса тăраççĕ. Ялти харсăр çынсене мухтатпăр. Вĕсенчен пĕри - А. Филиппова. Альбина Владимировна Еншикри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ. Шăнкăртамри вăтам шкула çỹренĕ. Мĕн ачаран суту-илỹ ĕçне юратнăран Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан ĕçлĕ кун-çулне пуçланă: счетовод-кассир, Патăрьелĕнчи райпо ревизорĕ, ревизи пайĕн пуçлăхĕ.

1988 çулхи çуркунне юман пек тĕреклĕ те çырă çỹçлĕ каччăпа - Анатолий Николаевичпа çемье çавăраççĕ.

Çамрăк мăшăр пурнăçĕ шăкăл-шăкăл малалла шунă. Хастар кин Нăрваш Шăхалĕнчи суту-илỹ лавккине ĕçе вырнаçать. Унта 30 çула яхăн вăй хурать. Юратса пурнăçлать хăйĕн кăткăс та пархатарлă ĕçне. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса кăмăллă та сăпайлă калаçать. Ку лавккана таврари ялсенчен те йышлăн çỹреççĕ.

Магазин йĕри-тавра ỹсекен чечексем, шалти çеçкесем те килен-каяна илĕртнĕ. Альбина Владимировнăшăн 2010 çул асра юлмалла иртет. Районти лавккасем хушшинче "Чи лайăх объект" ята тивĕçет. Тав çырăвĕсемпе грамотисем те йышлă сутуçăн. Республикăри суту-илỹ çĕнтерỹçи ята та темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ А. Филиппова. Мĕнле савăнмăн çакăншăн! Ывăннине пĕлмесĕр вăл халăхран сĕт пухассипе те вăй хунă.

Хăйĕн ăс-тăнне, ĕçченлĕхне, пултарулăхне пепкисене те парать, хăнăхтарать. Ирина хĕрĕ вăтам шкул хыççăн Барнаулти строительство колледжĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти технологи институтĕнче пĕлỹ пухрĕ. Халĕ тĕп хулари ача садĕнче вăй хурать. Денис ывăлĕ Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренчĕ. Çар ретĕнче Хисеп хутне тивĕçет.

Пурнăç урапи пĕр тикĕс шумасть-çав. Чире пула Альбина мăшăрĕ вилет. Хĕрарăм канăва тухсан та ахаль лармасть, чăлха-нуски çыхать, выльăх-чĕрлĕх тытать, çĕр ĕçĕпе киленет. Çурт умĕнчи, сад пахчинчи, пỹрт ăшчиккинчи чечексен илемĕ пурне те хăй патне илĕртет.

Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4