Юрри лайăх-и, ташши лайăх-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:02 Просмотров: 113

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче кинофильмсенчен тата спектакльсенчен илнĕ инсценировкăллă юрăсен "Сывă пултăр сцена!" фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Театр çулталăкне халалларĕç.

Мĕн калама пулать-ха мероприяти хыççăн? Кашни номер хăйне майлă кăсăклă пулчĕ. Юратнă фильмсенчи юрăсене сцена çинчисем çеç мар, куракансем те шăрантарчĕç. Ĕç коллективĕсемпе пĕрлех ертỹçисем те (район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн - И. Рубцова, районти тĕп больницăн - Г. Петрова, агропромышленность техникумĕн - С. Кальметов, МФЦăн -ица ĕçченĕсем. Çулленех тухаççĕ вĕсем сцена çине. Тумĕсене çĕлеттерме те ỹркенмеççĕ.

Хор валли çырнă сюитăна тĕрлĕ саспа шăрантарчĕç.

Агропромышленность техникумĕн хорĕ те йышлă.

Тĕрлĕ жанрлă номерсемпе куракансене районти "Авангард" хаçат редакцийĕн (ертỹçи А. Козлов), тĕп библиотекăн (А. Овчинникова), "Центральнăй", "Солнышко", "Сказка" ача сачĕсен (Н. Туктанова, А. Урукова, А. Горшкова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен (Н. Андреева, Л. Лялина), халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн (В. Спиридонов) коллективĕсем савăнтармаллипех савăнтарчĕç.

Фестивалĕн Гран-прине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен "Вдохновение" ташă коллективĕ "Нарспи" мюзиклти "Эх, чун" сыпăка кăтартса çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне районти тĕп больница коллективĕ тивĕçрĕ. Ыттисене тĕрлĕ номинаципе чысларĕç.

Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур формăллă организаци (предприятисен, организацисен, уйрăм предпринимательсем, вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсем тата ыттисем те) коллективĕсем хутшăнасса кĕтнĕччĕ. Шел пулин те шаннă йăвара кайăк пулмарĕ. Пурĕ 14 коллектив çеç хутшăнчĕ фестивале.

Концерта пуянлатма районти культура çурчĕн ĕçченĕсем те явăçрĕç. "Ăраскал" ансамбль куракансене хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ.

Фестивале пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан, финас пайĕн начальникĕ С. Чернова ĕç коллективĕсенчи юрă-ташă ăстисем куракансене хавхалантару кỹнине, юратнă кинофильсен сăнарĕсене куç умне кăларма, кăмăл-сипет туйăмĕсене хускатма пултарнине палăртрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2