Ветеринарипе санитари нормисене пăхăнмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:04 Просмотров: 117

Районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертỹçи - Чăваш Республикин патшалăх ветеринарийĕн тĕп инспекторĕ С. Скворцов пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тĕл пулнă. Вĕсем ветеринари служби тата район администрацийĕ умĕнче тăракан пĕрлехи тĕллевсене пăхса тухнă хыççăн выльăх пусса тирпейлекен пунктсен, аш-какая тирпейлекен цехсен ертỹçисемпе, представителĕсемпе тата Шăнкăртам, Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта выльăха пуса тирпейличчен ветеринарипе санитари нормине пăхăнса, пуснă хыççăн ветеринарипе санитари йĕркипе тушкине, шалти ăш-чиккине пăхасси, экспертиза тăвасси, юлашки каяша ветеринарипе санитари правилисен нормипе килĕшỹллĕн утилизацилесси пирки калаçнă.

С. Скворцов Раççейри тата республикăри эпизоотиллĕ лару-тăрупа палаштарнă.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин начальникĕ П. Ефимов сăмах илнĕ май выльăха пусса тирпейленĕ хыççăн юлакан каяшсене ăçта килнĕ унта пăрахма юраманни, çакă ветеринарипе санитари нормисене пăсни пирки тепĕр хут аса илтернĕ.

Паян район территорийĕнче выльăх пусакан 10 пункт ĕçлет, кашийĕшĕн çумне килĕшỹпе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин специалисчĕсене çирĕплетнĕ.

Районти выльăх продукци- йĕсене тирпейлекен предпринимательсем каяшсене "Çĕрпỹ ветсанутильзавочĕ" тата "Сария Био Индастрис-Волга" пĕрлешỹсене ăсатаççĕ. Ф. Чабатов тата М. Фахуртдинов фермерсем биокаяшсем валли ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă, вĕсене куллен Елабугăри "Сария Био Индастрис-Волга" пĕрлешĕве турттараççĕ.

(Хамăр корр.) 

Авангард

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2