Çĕнтерÿçĕсем – Пăлапуç Пашьелсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:05 Просмотров: 116

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Первомайскинче «Районти чи лайăх ирĕклĕ пушар дружини – 2019» ята тивĕçессишĕн ăмăрту иртнĕ. Мероприятие уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ирĕклĕ пушар дружинин членĕсене ял тăрăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессишĕн çине тăнăшăн тав тунă,  малашне те тăрăшма  çирĕп сывлăх суннă. Çавăн пекех пухăннисене Первомайски ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем çепĕç юрăсемпе хавхалантарнă.

Мероприятире Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн сотрудникĕсем пушар сÿнтерекен хальхи автомашинăн хатĕрĕсемпе (оборудованипе) паллаштарнă.

Икĕ этаппа йĕркеленĕ тупăшура Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн ирĕклĕ пушар команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Алманчăсемпе Туçасем йышăннă. Ăмăртăва хутшăннисене район администрацийĕ тата Пĕтĕм Раççейри обществăлла «Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи» организацин Чăваш регионĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

А. ИЛЬИН

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2