Çĕнĕрен е хушса акаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:12 Просмотров: 118

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче 303 хуçалăхри кĕрхи тĕш тырă культурисен пахалăхне 80 пин гектар çинче е вĕсен мĕн пур лаптăкĕн 73,5% тĕрĕсленине пĕлтерчĕ.

Çав шутран 45,5 пин гектар (59,9%) çинчи хĕл каçайманнине çирĕплетнĕ. Кун пек чи пысăк лаптăк Елчĕк (96,4%), Улатăр (91,1%), Йĕпреç (84,6%) районĕсенче. Вице-премьер кĕрхисен пысăк пайĕ пĕтнине, Чăваш Ен гидрометеоцентрĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен регионăн чрезвычайлă лару-тăрăвне туса хума сĕннĕ. Ăна вун виçĕ районта çав кунах çирĕплетнĕ.

Кĕрхисен пахалăхне çÿлте асăннă кун тĕлне тĕрĕслесе пĕтернĕ. Пĕлтĕр вĕсене 103 пин гектар е виçĕм çулхинчен 22 пин гектар ытларах акнă. Шел, нумайрах туса илессишĕн тăрăшни харама кайрĕ. Çанталăка хресчене майлă çавăраймăн. Вăл татах шар кăтартассине шута илсех тăмалла.

Тăкака патшалăх шутĕнчен саплаштарассипе мĕн тăваççĕ-ха?

— Шар курнă хуçалăхсен малтан кĕрхисем пĕтнине çирĕплетекен документсем хатĕрлемелле, _ терĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин инновацин, отрасль аталанăвĕн тата çĕр ĕç пайĕн ертÿçи Владимир Васильев. _ Калча шăтман лаптăксене кăтартас тĕллевпе сăн ÿкерчĕксене хура-шурă тĕспе çеç тумалла мар. Документсене мĕнле тĕрĕс çырмаллине хуçалăхсенче пĕлеççĕ. Апла пулин те вĕсене хатĕрленĕ чухне «Россельхозцентр» учрежденирен пулăшу ыйтни пăсмасть. Ĕçе еплерех пурнăçламаллине пĕлме пурне те сĕнÿсем ярса панă. Документсене министерствăран Мускава çитерĕпĕр. Вĕсене экспертиза витĕр кăларĕç. Тăкака саплаштарма пĕтĕм материала 100% йышăнманнине ертÿçĕсен малтанах пĕлсе тăмалла. Хуçалăхсем страхлакан организаципе лаптăксене страхласси пирки килĕшÿ çирĕплетмен пулсан та тăкакăн пĕр пайне саплаштарма документсем пухса памалла. Страхламан хуçалăхсене тăкакăн - 50%, страхланисене 100% саплаштараççĕ. Министерство çакна шута илсе палăртнă организацисемпе çуллен килĕшÿ тума сĕнет.

Çурхи ĕçсем пуçлансанах кĕрхисен лаптăкĕсемпе мĕн турĕç тата вĕсенче çак кунсенче мĕн тумалла? Тĕлĕ-тĕлĕпе шăтнă е шăтман, уй ешĕл те хуп-хура. Лаптăксене çаплипех хăвармалла-и е…

_ Акмаллах, _  терĕ «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн консультанчĕ Владимир Мутиков профессор. _ Кĕрхисен шăтнă калчи кашни гектар лаптăкра 5-6 миллионран сахал пулмалла мар. Çакна агрономсем лайăх пĕлеççĕ. Сахалрах-тăк е анана пăсса тăпрана çурхи культура вăрлăхне (урпа, тулă тата ыт. те) варăнтараççĕ, е çурхине кĕрхи культура çинех акаççĕ. Хушса çитĕнтерни выльăх валли каять. Вăрлăхпа пĕрлех тымар патне минерал удобренийĕ пама манмалла мар. Акнă чухне пĕр анара икĕ тĕрлĕ культура пĕр вăхăтра пиçсе çитмеллине те шута илмелле. Ку чухне тăпрара нÿрĕк куллен сахалланать. Унпа усă курса вăрлăх çĕр кушăхиччен шăтса ĕлкĕртĕр.

                  Ю. МИХАЙЛОВ, («Хыпар» хаçат)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2