Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:14 Просмотров: 111

Çамрăк çемьесене – тимлĕх, Геройсене – чыс тата... тÿлев

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере икĕ указ алă пусса çирĕплетнĕ. Пĕри — çамрăк мăшăрсене сертификат парасси çинчен. Ача çуратайман çемьесем йышлă — çак документ çамрăксене шăпах ку енĕпе медучрежденисенче тÿлевсĕр майпа тĕрĕсленме май парĕ. Тепĕр указ — Чăваш Ен территорийĕнче çуралнă Раççей Геройĕсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çуллен укçан хавхалантарасси çинчен. Тÿлев виçи 120 пин тенкĕпе танлашĕ.

ЧПУра пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Культурăпа кану хутшăнăвĕсене тата спорт мероприятийĕсене нормăпа право тĕлĕшĕнчен йĕркелесси" темăпа пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Следстви комитечĕн Мускаври академийĕн профессорĕ, юридици наукисен докторĕ Татьяна Минязева, тĕрлĕ çĕршывпа регионтан килнĕ тĕпчевçĕсем хутшăннă.

_ Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çыннисемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем пурăнаççĕ. Вĕсем валли пĕр пек условисем туса панă. Чăваш Енре культурăпа спорта аталантарас енĕпе чылай ĕç тăватпăр. Акă юлашки çулсенче ялсенче 12 çĕнĕ клуб хута янă, 56 кермене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Туризм программисем пурнăçланаççĕ. Ку енĕпе Атăл хĕррине хăтлăлатас ĕç вăй илсе пырать. Спорт тата сывă пурнăç йĕрки нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман _ тенĕ Михаил Васильевич.

Агрострахлавра -- улшăнусем

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева журналистсемпе тĕл пулнă, агрострахлав проблемисемпе тата 2019 çулхи тĕп улшăнăвĕсемпе паллаштарнă. Тыр-пул пуссисене страхласси çинчен чылай чухне аса та илмен. Анчах кăçал калаçмасăр май килмест. Малтанласа палăртнă тăрăх — хуçалăхсем 150 млн тенкĕлĕх тăкак курнă. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 20 районта «Чрезвычайлă лару-тăру» режимне туса хунă. 30 кун хушшинче Раççей Ял хуçалăх министерствине кĕрхи культурăсем пĕтни çинчен çирĕплетекен документсем ярса памалла. Çакă ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене тăкакăн 50 процентне саплаштарма май парать. Агрострахлав тунисене вара тăкака 100 % таранах тавăрса параççĕ.

Тимлĕх пирки манма юрамасть

Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласанах пушар тăтăшрах алхасма тытăнать. Сăлтавĕ — çынсем хăйсен сад-пахчине тасатнă чухне типĕ курăка, ытти çÿп-çапа çунтарни. Шел, хăшĕсем çак ĕçе тунă чухне тимлĕх пирки манаççĕ. Çапла майпа хăйсен çеç мар, ыттисен пурлăхĕшĕн, сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Акă, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи типĕ курăка çунтарнă чухне 42-ри арçын вилнĕ. Темиçе кун маларах çав районтах çакнашкал тепĕр инкек пулнă: ун чухне хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Çынсем типĕ курăка çунтарнă чухне хăйсем пиçсе кайнă тĕслĕхсем те пулнă.

Предпринимательлĕх ялшăн та кăтартуллă

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли тата предпринимательсен пуçарулăхне хавхалантармалли нацпроекта пурнăçлама регион шайĕнче тăватă проект хатĕрленĕ. ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева вĕсен паспорчĕсемпе паллаштарнă май 2024 çулччен Чăваш Енри предпринимательсен шутне темиçе хут пысăклатмалли тĕллев лартнине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2