Инкеке лексен тарса хăтăлма хĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:26 Просмотров: 124

КУ ТАРАНЧЧЕН çул çинче авари пулсан ỹсĕр водитель тарма пултарнă. Малашне ку тĕлĕшпе саккун айăпа кĕрекенрен çирĕпрех ыйтĕ. Водитель алкоголь шĕвекне ĕçнине тĕрĕслеттерме хирĕçлет, анчах инкек пулнă вырăнтах тăрать пулсан ăна УКăн 264 статйин 2,4 тата 6-мĕш пайĕсемпе айăплĕç (çул-йĕр правилине пăснăран çын сывлăхне йывăр сиен кỹни е вĕлерни). Енчен те вăл аварире теприн сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ, анчах тарнă пулсан ăна колони поселенине 4 çул таран ăсатма пултараççĕ. Инкекре пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă пулсан 2- 7 çуллăха, икĕ е ытларах çын вилсен 4 - 9 çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ. Çакăн пек пăтăрмах çаврăнса ан тухтăр тесен çула тухакан çыннăн эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Çул çинчи ытти йĕркене те çирĕп пăхăнмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2