Пушар хăрушлăхне пăхăнмарăн - штраф тỹле

Категория: Публикации Опубликовано: 06.05.2019 09:27 Просмотров: 206

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ эрнере кашни кун тенĕ пекех "01" служба сотрудникĕсем ялсенчи вут-çулăма парăнтарма васканă. Сăлтавĕ - çынсем типĕ курăка е çỹп-çапа çунтарнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни. Юрать-ха, вĕсене малалла алхасма паман. Çапах та вăл йĕрсĕр иртмен, Кĕçĕн Патăрьел, Патăрьел, Тăрăн, Каншел, Еншик ялĕсенче пурăнакан уйрăм граждансем çине РФ КоАПăн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн административлă протокол çырнă, икшер пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Малашне район центрĕнче те, ялсенче те кашни эрнерех субботниксем иртĕç. Çавăнпа та тавралăха тирпейлесе тасатнă хыççăн çỹп-çапа тиесе яма тăрăшмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4