Вăрçă вучĕ витĕр тухнă салтаксем, манăçмаççĕ сирĕн ятăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2019 11:09 Просмотров: 124

Вăрçă витĕр тухнă пур çынран та паян: "Эсир çитĕнекен ăрăва мĕн суннă пулăттăр?" - тесе ыйтас пулсан вĕсем пĕр шухăшламасăр: "Эпир курнине ан курччĕр, аллине пăшал ан тытчĕр", - тенĕ пулĕччĕç. Çапла, 1941-1945 çулсенче фашистла Германипе пынă çапăçусем ытла та хаяр пулнă. 1926 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çуралнă Шăхачри Ф. Васильев та тăшмансен курайманлăхне хăйĕн çинче туйнă. Вăрçă пуçланнă куна та вăл питĕ лайăх ас тăвать:

- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче эпир аттепе колхоз лашине кỹлсе Первомайскинче иртекен акатуя кайрăмăр. Унта мана валли кĕпе, кĕçĕннисем валли шăлавар илтĕмĕр. Кăнтăрла иртсен киле таврăнтăмăр та пире хăрушă хыпар - вăрçă пуçланнине - пĕлтерчĕç, - тесе аса илет Феоктист Александрович. Ялти арçынсенчен пĕрин хыççăн теприне çара ăсатнă. 1942 çулта ашшĕне те салтака илеççĕ, вăл çав çулхине йывăр аманса вилет. Амăшĕ 8 ачапа тăрса юлать: асли 16 çулта, кĕçĕнни чĕрçе çинчи ача. Ф. Васильев çемйине кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн "Трудовик" колхоза счетовода вырнаçать. Нумаях вăй хурайман вăл кунта. 1943 çулхи декабрьте хул-çурăмĕ те тĕрекленсе çитеймен 17-ри каччăна çара кайма повестка параççĕ. Ялтан вуннăн тухса каяççĕ вĕсем. Феоктист Александрович малтанласа минометран пеме вĕренет, каярах парашютран сикме хăнăхать.

- Пирĕн полка сывлăш-десант армийĕн тăххăрмĕш составне кĕнĕ хыççăн, январьте, Венгрие ячĕç. Будапешта çитиччен 50 çухрăмра вырнаçнă Кечкемет хулинче Украинăн иккĕмĕш фрончĕн 350-мĕш стрелковăй полкĕпе пĕрлештерчĕç. 1945 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Будапештра нимĕçсен çарĕсене хирĕç тапăнма пуçларăмăр. Нумай салтак вилчĕ ун чухне. Кăштахран виççĕмĕш Украина фронтне куçарчĕç, унăн командующийĕ Толбухин маршалччĕ. Эпĕ кунта алăпа перекен пулеметпа тăшмансене хирĕç çапăçрăм.

Будапештран Австрие çитичченех наступленипе пытăмăр. Австри çĕршывĕ сăртлă-туллă, çавăнпа та пире питĕ йывăр килчĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ çапăçура мана сылтăм алăран амантрĕç, Венгринчи госпитале ăсатрĕç. Аслă Çĕнтерĕве эпĕ шăпах сипленỹ çуртĕнче кĕтсе илтĕм. Эх, пĕлесчĕ сирĕн эпир еплерех савăннине! Пĕрисем кулаççĕ, теприсем кăшкăрашаççĕ, виççĕмĕшсем кроватьсем çине ларнă та ĕсĕклесех йĕреççĕ... Çак куна эпĕ нихăçан та манас çук тата ун чухне мĕн туйнине сăмахпа та ăнлантараймастăп, - терĕ калаçăва малалла тăсса вăрçă ветеранĕ. Тăшман хаярлăхĕ пирки вара ăна сылтăм аллинчи суранĕн вырăнĕ паян та аса илтерсех тăрать.

Сывалнă хыççăн Ф. Васильева 234-мĕш запас полкне яраççĕ, унтан Мускаври сывлăшпа çар вăйĕн инженерипе аэродром батальонĕн 101-мĕш отделенине куçараççĕ. 1947 çулта Феоктист Александровича сывлăхне пула демобилизацилеççĕ.

Салтак тумне тин хывнă каччă тăван яла таврăнсан Первомайски районĕн финанас пайĕн налук инспекторне ĕçе вырнаçнă. Çакăнта вăл 7 çул тăрăшнă хыççăн Турханкасси лесничествинче вăй хума пуçланă. Бухгалтерта, вăрман мастерĕнче, лесничий пулăшуçинче вăй хунă. Вăл çул айккисемпе, вăрманта йывăçсем лартассишĕн нумай тимленĕ. Çынна ырă тума тăрăшнă. Уçă сывлăшра çỹренĕрен, çуран утма юратнăран 94 çула кайнă пулсан та А. Васильев сăнран çамрăк курăнать. Ăна палламан-пĕлмен çын 70-тен ытлашши те памасть. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш хут курсанах хамăн та вăл 9 теçетке урлă каçнине ĕненесех килмерĕ.

1953 çулта Феоктист Александрович Шăхачрах çуралса ỹснĕ Анна Степановнăпа пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Шел, кил хуçи мăшăрĕ паян юнашар мар, çавна май ветеран пĕчченех кун-кунлать. Юрать-ха ачисем ашшĕне пăрахмаççĕ, пĕрин хыççăн тепри тăван килне килсех тăраççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те тĕп çурта пыракан сукмака курăк шăттармаççĕ. Сăмах май, Василий мăнукĕ Феоктист Александровичăн ашшĕ -Александр Васильевич Тукмаков - пуçне хунă çĕре, Тверь облаçĕнчи Ржевск районĕнчи Петуново ялĕнче пулса мăн кукашшĕне тата ытти вилнĕ салтаксене хисеплесе лартнă палăк умĕнче пулнă.

Ф. Васильева çапăçури хастарлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе, ĕçри пултарулăхшăн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Икĕ хутчен ял тăрăхĕн депутатне суйланă.

Ветеранăн аса илмелли нумай: вăрçă вăхăтĕнчи тылри пурнăç тути-масине те курнă, фашистсене хирĕç çапăçма та тивнĕ. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тата çитĕнекен çамрăк ăру валли вăл хăй мĕн-мĕн курнисене, вăрçă терт-нушине хут çине çырса хатĕрленĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2