Ырă йăла ăруран-ăрăва куçса пырĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2019 11:11 Просмотров: 199

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, ирхине 4 сехетре, фашистла Германи бомбардировщикĕсем Совет Союзĕн хулисем çине бомбăсем пăрахма пуçланă. Çапла вара Хура тинĕсрен пуçласа Баренцево тинĕсĕ таранах хаяр вăрçă вучĕ алхасма тытăннă. Пирĕн çарсем самолетсемпе танксем енĕпе те, тĕрлĕ хĕç-пăшал тĕлĕшпе те тăшманран вăйсăртарах пулнă-ха вăрçă пуçламăшĕнче. Çавна май Хĕрлĕ Çар чаçĕсем фашистсен çарĕсемпе паттăррăн çапăçса вун-вун хулана, çĕр-çĕр яла тăшман аллине хăварнă. Çапла майпа пирĕн çарсен тĕп вăйне сыхласа хăварма, тылра оборона çирĕплĕхне вăйлатма пултарнă. 1943 çултан пуçласа пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсем тăшманран пур енĕпе те вăйлăрах пулнă. Çапла вара Хĕрлĕ Çар оборонăран наступление куçнă, тăшманпа паттăррăн çапăçса хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă. Хамăр çĕршыва кăна мар, Европăри чылай патшалăха фашизм пусмăрĕнчен хăтарса, пирĕн фронтсен дивизийĕсем Германи территорине кĕрсе кайнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче тăшмана Германин тĕп хулинче – Берлинта тĕппипех çапса аркатса чаплă Çĕнтерÿ тунă.

Майăн 9-мĕшĕнче эпир фашистла Германие çĕнтернине çуллен паллă тăватпăр. Çак паллă кун эпир фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунă салтаксемпе офицерсене асăнса лартнă палăксем умне хитре чечексен кăшăлĕсене хуратпăр, вĕсен ячĕсем ĕмĕрĕпех асра пултăр тесе «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Шел, фронтран таврăннă çĕнтерÿçĕ-салтаксемпе тылра ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансен йышĕ çулран-çул чаксах пырать. Вĕсен çутă сăнарĕсем нихăçан та манăçмĕç. Ырă йăла ăруран-ăрăва куçса пырĕ.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4