Нăрваш Шăхальсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2019 11:21 Просмотров: 190

НĂРВАШ Шăхалĕнчен паллă спортсменсем сахал мар тухнă. Хальхи вăхăтра та ял поселенийĕ çамрăксем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр, пушă вăхăтра хăйсен сывлăхне спортпа, физкультурăпа çыхăнтарччăр тесе тăрăшать. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе чупса çеç мар, скандинави уттипе организма çирĕплетекенсем те йышлăн. Спортсменсем Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи тренажер залне, бассейна та çỹреççĕ. Маунтинбайк енĕпе те вĕсемех кăтартуллă. Район тата республика шайĕнчи ăмăртусенчен те айккинче юлмаççĕ Нăрваш Шăхальсем. Чылай чухне пьедесталăн картлашки çине тăма та тивĕçеççĕ. Çакнашкал ырă çитĕнỹсене шута илсех ĕнтĕ Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне республикăра та палăртнă, "Физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чи лайăх ял тăрăхĕ" хисеплĕ ят панă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4