Рамазан пуçланнă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2019 09:41 Просмотров: 126

АСЛĂ Çĕнтерỹ уявĕччен темиçе кун маларах, тĕрĕсрех каласан майăн 6-мĕшĕнчен мăсăльман тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пыракансемшĕн Рамазан уявĕ пуçланчĕ. Вăл пĕр уйăха яхăн, июнĕн 4-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта вĕсем хĕвел тухиччен (сухур) тата вăл аннă хыççăн (ифтар) çеç апатланаççĕ, кунĕпе организма пĕр тумлам шыв та ямаççĕ.

Рамазан мăсăльман тĕнĕ вăй илсе аталаннине, çынсем хăйсен ăс-хакăлне пуянлатнине çирĕплетет. Çавăнпа та типĕ тапхăрĕнче ватти-вĕтти пушă вăхăтра Коран вулать, çынна ырă тума, пархатарлă ĕçсемпе савăнтарма, йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене алă тăсса пама тăрăшать. Çаксем пурте авалтан пыракан тĕн йĕркине пăхăнса пурăннипе çыхăннă. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен 25,4 проценчĕ мăсăльмансем.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4