Май уявĕсемпе самай савăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2019 09:42 Просмотров: 54

Хирти Пикшикре

ХИРТИ Пикшикри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕсемпе культура ĕçченĕсем ял халăхне май уявĕсемпе саламласа чăн-чăн праçник туса панă. Савăнăçлă каçа Татьяна Сурнаева вĕрентекен ертсе пыракан 5 класри çамрăк артистсем уçнă, ĕлĕк ялта мĕнле улах ларнине кăтартса панă. Ун хыççăн уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, Хирти Пикшик халăх театрĕн артисчĕсем "Ылтăн пулă" сценкăна, "Бикшигем" ансамбль пурне те тыткăнлакан тутар халăх юррисене куракансене парнеленĕ. Кăçал çеç культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ çак ансамбль пирки уйрăммăн та аса илсе хăвармалла. Наиль Вахитов ертсе пыракан ушкăн пысăках мар, вунпĕрĕн çеç. Унта аслисемпе юнашар шкул ачисем те кăмăлтан çỹреççĕ. М. Таликов купăсçă хатĕрленипе артистсем тăван ялта çеç мар, районти ытти ялсенче, Каçал тăрăхĕнчи Урмаелĕнче те пулма ĕлкĕрнĕ, районта иртнĕ "Истоки вдохновения" фестивальте пуçласа хăйсен пултарулăхне кăтартнă. "Пирĕн пултарулăха пур çĕрте те тăвăллăн алă çупса йышăнни малашне хамăрăн творчество программине тата ытларах пуянлатма хистет", - тет ансамбль ертỹçи Наиль Рамилович.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2