Çав çулсен нихçан çухалмĕ чапĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2019 09:47 Просмотров: 53

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлеме чарăнни çултан-çул аякка юлса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ, ветерансен сумĕпе хисепĕ хăйĕн хакне ỹстерсех пырать. Çакна районта, республикăра, çĕршывăмăрта Çĕнтерỹ кунне чаплăран та чаплă ирттерни те çирĕплетсе парать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те майăн 9-мĕшне ял тăрăхĕсенче, район центрĕнче чыслăн йĕркелесси, ветерансемпе тыл хастарĕсем, салтак арăмĕсем, салтак ачисем умĕнче пуç таясси ырă йăлара. Патăрьелĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнĕ ятпа пуçтарăннă митинга хутшăннă ĕç коллективĕсемшĕн, ветерансемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк пурне те хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Çамрăк каччăсемпе хĕрсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтнă "Вилĕмсĕр полк", Совет салтакĕ çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине сăнлакан "Георги хăйăвĕ", колоннăсене илем кỹрекен тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе ялавсем тата вĕсемпе пĕрлех вăрçă ахрăмне паянхи кунччен тăсакан, чуна тыткăнлакан юрăсем, хаваслă сăн-питлĕ çынсем уяв сĕмне тата ытларах пуянлатрĕç.

Хавхалануллă митинга Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков уçрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Петр Перепелкин, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев доцент, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей, Ыхра Çырми мечетĕн имам-хатыбĕ Рафиз Яфизов, I рангри запасри капитан И. Сапожников хутшăнчĕç, кашниех Çĕнтерỹ кунĕн пысăк савăнăçне пайларĕç, пурне те лăпкă та тăнăç пурнăç, килĕшỹ те ăнăçу, пысăк ăнланулăх сунчĕç. Çамрăксен ячĕпе Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти Настя Сельцова тухса калаçрĕ.

- Çĕнтерỹ кунĕ - пирĕн çĕршывшăн мăнаçлăх символĕ. Çавăнпа та вăрçă хирĕнче пирĕн пуласлăхшăн пуç хунă паттăрсен, ветерансен, тыл хастарĕсен умĕнче эпир пуç таятпăр, вĕсен чăтăмлăхĕпе паттăрлăхĕшĕн тав тăватпăр,- терĕ Рудольф Васильевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май.

Тĕп площадьре йĕркеленĕ уяв чуна тыткăнлакан "Çĕнтерỹ вальсĕпе" пуçланчĕ. "Салтак канма чарăнни" театрализациленĕ представлени, кăвак тỹпенелле талпăнса вĕçсе хăпарнă мир кăвакарчăнĕсем, асамат кĕперĕ тĕслĕ хăмпăсем кашнийĕн чĕринче мăнаçлăх туйăмĕсем вăратрĕç. Кунтах аслисемпе çамрăксем вăрçă синкерлĕхне уçса паракан "Я помню, я горжусь..." музейпе те паллашма пултарчĕç. Урăхла каласан, уявăн кашни минучĕ тулли те кăмăллă иртрĕ.

Митинга илем кỹрекен тепĕр самант - районти çар комиссарĕ Е. Семенов ертсе пыракан çамрăк армеецсемпе тĕрлĕрен çарта службăра пулнă ветерансен парачĕ. Вĕсем пурте марш кĕввипе утса тухнă хыççăн район центрĕнчи кашни ĕç коллективĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне кайса чечек кăшăлĕсем хучĕ.

Çĕнтерỹ кунне халалланă уяв каçхине малалла тăсăлчĕ. Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин артисчĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç, çынсем çĕрле вунă сехетченех канчĕç, уяв салючĕ хыççăн пурте кăмăлтан килĕсене саланчĕç.

А. ЕГОРОВА

Хаклав

Алина ФРОЛОВА, Нăрваш Шăхалĕнчи библиотекарь:

- Пĕр кун маларах эпир ял тăрăхĕнче Çĕнтерỹ кунне паллă турăмăр, майăн 9-мĕшĕнче вара пысăк ушкăнпа, салтак тумĕсем тăхăнса, Патăрьелĕнчи митинга хутшăнтăмăр. Уяв кăмăллă иртрĕ. Чуна тыткăнлакан самантсем нумай пулчĕç. Программа пуян та анлă содержаниллĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2