Чăваш Ен тата Китай - патшалăх шайĕнчи çыхăну

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2019 09:52 Просмотров: 50

Май уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕсен хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне ирттерме палăртнă. Ун чухне Чăваш Ене Китай тата федераци Атăлçи округĕнчи делегаци представителĕсем килĕç, экономика, суту-илỹ, наукăпа техника, гуманитари енĕпе йĕркеленĕ çыхăнăва çирĕплетессине сỹтсе явĕç.

Раççей тата Китай регионĕсен экономикăри, политикăри тата культурăри хутшăнăвĕсене сарассине 2013 çулта РФ Президенчĕ В. Путин пуçарнă. Çавăнтанпа Чăваш Республики Раççейĕн 14 субъектне тата Китайри 5 провинципе Янцзы хулине пĕрлештерекен "Атăл-Янцзы" форматĕнчи Раççей - Китай хутшăнусене аталантарассишĕн ăнăçлă тăрăшать.

Китай компанийĕсем Чăваш Енпе тунă килĕшĕве çирĕплетекен тĕслĕх - "Сычуань Рейлвей Инвестмент" Китай патшалăх корпорацийĕ "Сычуань-Чăваш Ен" агропромышленность паркне тума инвестици хывни. Ăна Сычуань провицийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ, патшалăхăн инвестици корпорацийĕ шутланать. Унăн устав капиталĕнче 20 млрд юань, çулталăкри тупăшĕ 70 млрд юаньпе танлашать. Корпорацире 20 пин ытла çын вăй хурать.

Проекта Чăваш Енре реализацилеме 2018 çулхи февральте "Сычуань - Чăваш Ен" агропромышленноçăн суту-илỹ компанийĕ" обществăна регистрациленĕ, устав капиталĕ 800 млн тенкĕпе танлашать.

Хальхи вăхăтра компани Пăрачкав районĕнче ял хуçалăх ĕçĕсене пикеннĕ, паха выльăх апачĕ хатĕрлеме 20 пин гектара сухалать. Тивĕçлĕ тата çителĕклĕ техника пур вырăнти организацисем кунта тăрăшаççĕ. Вăй хунăшăн шалупа тỹрех татăлса пыраççĕ. Подрядчик представителĕ пур партнер та финанс тĕлĕшĕнчен яваплă тата шанчăклă пулсан пирĕн çĕршывра бизнес йĕркелеме чылай çăмăлрах пулнине палăртать.

Китай инвесторĕсем Чăваш Республикин экономикине 10 млрд тенкĕ, унтан 3,5 млрд тенкине - 7000 ĕне вырнаçмалăх комплекс тума - хывма палăртаççĕ. Шăпах çак комплекс валли Пăрачкав хирĕсемпе усă кураççĕ.

"Сычуань - Чăваш Ен" обществăн тĕп агрономĕ О. Яндимиркин каланă тăрăх, вăйлă гербицидсемпе усă кураççĕ текен сас-хура тĕрĕс мар. Компанин планĕнче _ тĕнче рынокĕнче ытларах ыйтакан экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларасси. Ахальтен мар ĕнтĕ выльăх апатне хатĕрлеме экологи енчен лайăх Пăрачкав тăрăхне суйласа илнĕ. Пысăк процукци паракан ĕнесене Европăран туянма палăртнă.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2