Çулсемпе çуртсем çĕнелеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2019, 15:40 Просмотров: 203

Красномайски енне каякан республика пĕлтерĕшлĕ "Çĕрпỹ-Ульяновск-Яман- чурел" автоçул ванса пĕтнĕрен водительсем сахал мар тарăхатчĕç. 2017 çулта ăна "Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" федераци программипе çĕнетме пуçларĕç, кăçал вĕçлемелле. Объектра "РЭМИС" пĕрлешỹре вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Строительсен ĕçĕн пахалăхĕпе район администрацийĕ те интересленсех тăрать. Ытларикун, майăн 21-мĕшĕнче, кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов пулчĕ. Вăл Е. Ильин прорабпа калаçнă май çула тĕплĕ тата пахалăхлă юсассине палăртса хăварчĕ.

Пĕрлешĕвĕн çула çĕнетме транспорт çителĕклĕ, хăйсен çуккисене арендăна илнĕ. Ятарлă техника асфальтăн кивĕ сийне хырать, ун хыççăн ăна иккĕмĕш пурнăç парнелесе эмульсипе хутăштарса тепĕр хут никĕс валли сараççĕ. Кайран заводран тин илсе килекен асфальтпа витеççĕ.

2017 çулта строительсем палăртнă çулăн икĕ çухрăмне 10 млн тенкĕлĕх юсанă, пĕлтĕр 9 çухрăм (60,8 млн тенкĕлĕх) сарнă. Кăçала валли 8 çухрăм юлнă, ăна валли 57,2 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле вара 19,415 çухрăма çĕнетме патшалăх 128 млн тенкĕ панă.

Р. Ямалетдинов çак кун "Премиум Строй" пĕрлешỹре тăрăшакансемпе те курнăçрĕ. Вĕсем Патăрьелĕнчи Советски урамĕнчи нумай хваттерлĕ 33-мĕш çуртăн тăррине республикăн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсамалли программăпа тирпейлеççĕ. Сăмах май, кăçал асăннă программăна икĕ объект кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Киров урамĕнчи 16-мĕш пỹртре те юсавсем пыраççĕ. 

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика