ППЭре малашне пите хĕретме ан тивтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019 08:59 Просмотров: 233

ИЮНЬ уйăхĕ выпускниксемшĕн яваплă та хĕрỹ тапхăр. Малтан патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытмалла, ăсату каçĕ хыççăн пурнăçри аслă çула суйласа илмелли вăхăт... Тĕрĕссипе ППЭн малтанхи экзаменне вунпĕрмĕшсем майăн 29-мĕшĕнчех тытрĕç. Унăн результачĕсем паллă мар пулин те, аудиторинчи ачасем мĕнле пăлханса ĕçленине çак самантсенчен те хаклама пулать. Экзамена кĕсье телефонĕ е урăх шпаргалка илсе кĕме юраманнине пурте пĕлсе тăраççĕ пулин те, тĕрĕслевре комисси членĕсем икĕ выпускника çак сăлтавпа кăларса янă. Тепĕр ачан вара хăйне япăх туйнăран ĕçе маларах пама тивнĕ.

Паллă ĕнтĕ, никам та ППЭне уява кайнă евĕр хавхаланса утмасть. Ачисем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çак йывăрлăхран нимрен ытларах хăрать. Кирек мĕнле пулсан та йĕрке пуриншĕн те пĕрре. Выпускниксен ăс-тăнне хакламалли экзаменсем пуçланнă çеç. Çавăнпа та пысăк йыш умĕнче пите хĕретес мар тесен каччăсемпе хĕрсен никам çине те мар, хăйсен пуçне çеç шанмалла, тĕплĕн хатĕрленмелле.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6