Шупашкарти аэропорт Андриян Николаев ячĕпе хисепленсе тăрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019 09:26 Просмотров: 241

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи майăн 31-мĕшĕнче «Аэропортсене Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хисепе тивĕçнĕ çынсен ятне парасси» çинчен калакан 246-мĕш номерлĕ Указ алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн Шупашкарти аэропорта икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт ятне пама йышăннă. Маларах «Раççейри паллă ятсем» конкурс ирттернĕ май Раççей çыннисем çĕршыври аэропортсене сумлă ентешсен ятне парас тĕлĕшпе сасăлава хутшăннă. Чăваш Енре сасăлава хутшăннисенчен 62 проценчĕ Шупашкарти аэропорт Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе хисепленсе тăтăр тесе сасăланă.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5