Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019 09:27 Просмотров: 212

Иртнĕ эрнере районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне "халăх тарçисемсĕр" пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ.

Пуху кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, тĕрлĕ çулсенче район шайĕнчи власть органĕнче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ Первомайскинче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Георгий Иванович Савинова "Районăн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чыслассине пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕ. Ветеран кăçал 100 çул тултарчĕ. Унăн мăшăрĕ - Антонина Ивановна Янаслова та - фронтра пулнă. Савиновсем - Чăваш Енре 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçăра упăшки те, арăмĕ те паттăррăн çапăçнă пĕртен-пĕр мăшăр. 73 çул пĕрле пурăнакан çак çемье пуриншĕн те кăтартуллă, ырă тĕслĕхлĕ.

Ларура çавăн пекех "Административлă комисси пирки калакан" йышăнăва улшăнусем кĕртесси, районăн куçакан пурлăхне ял поселенийĕсен харпăрлăхне парасси тата ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1