Пĕрремĕш канал Чăваш Енри ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçланă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019, 09:29 Просмотров: 417

Пĕрремĕш канал Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Амăшлăх тата ачалăх ыйтăвĕсене татса парассине йĕркеленĕ регионсен паха опычĕпе паллаштарма «Пĕрремĕш канал» ушкăнĕ çулсерен тĕрлĕ региона çитет. Кăçал ку чыса Чăваш Ен тĕп хули — Шупашкар — тивĕçнĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Пĕрремĕш канал ирттерекен "Пĕрремĕш пул" акцие савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Аса илтеретпĕр, тĕп хуламăра "çăлтăрсен" десанчĕ  _ паллă телеертÿçĕсем, актерсем, продюсерсем, спортсменсем _ килсе çитнĕ.

17 хут иртекен ыр кăмăллăх акцине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полпречĕн çумĕ Олег Машковцев, Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕн советникĕ Александр Ильин уçнă, пурне те Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ ячĕпе саламланă. Константин Эрнст ятĕнчен Леонид Якубович телеертÿçĕ акцие старт панă.

Пĕрремĕш канал Чăваш Ене пушă алăпа килмен. Владимир Вишневский поэт Шупашкар хулине халалланă сăвва вуланă. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнĕ: 12-ри Владимир Владимиров "Асамлă уй" телешоуна кайса курма сертификата тивĕçнĕ. Юрлама юратакан Анастасия Филимонова Владимир Левкинпа пĕрле пĕр сцена çинче юрă шăрантарнă. 8 çулти Артем Судукова Артем Дзюба футболист алă пуснă мечĕке панă, спортсмен видео урлӑ салам та янă. Пĕрремĕш канал Шупашкарти ача-пăча клиника больницине хатĕр-хĕтĕр туянма 1 млн тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.

Нумай ачаллă Пальновсем, вĕсен 7 ача, çывăх вăхăтра çĕнĕ хваттерсене куçĕç: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене 3 хваттерĕн çăрине тыттарнă.

Чи пысăк парне Чăваш Енри шкул ачисем валли: Михаил Васильевичпа "çăлтăрсем" 27 пĕлӳ çурчĕн директорĕсене çĕнĕ автобуссен çăрисене парнеленĕ.

Çак кун Шупашкарта п.лтер.шл. вун-вун мероприяти й.ркелен.?  В.сенчен пысăк пайĕ хулари лапамсенче иртнĕ.

А. Ильин

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика