Ырă кăмăл-туйăм хуçаланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019, 09:32 Просмотров: 395

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун Патăрьелĕнчи халăх канма çỹрекен вырăна (территория зоны массового отдыха населения) çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе пуçтарăнчĕ. Уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленйĕн начальникĕ И. Рубцова, Чăваш Республикин ĕç министерствин районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учреждени директорĕ, ача прависен уполномоченнăйĕ А. Воробьева тата ыттисем те саламларĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Вахитовсен тата Туçа ял тăрăхĕнчи Ивановсен çамрăк çемйисене федерацин "Çурт-йĕр" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн свидетельствăсем пачĕç. Районта çак чыса 2019 çулта 20 çемье тивĕçмелле. Паянхи куна 18-шĕ алла документсем илнĕ те ĕнтĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çак кун Шăхач ял тăрăхĕнчи Дунаевсемпе Ивановсен тата Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Абубекеровсемпе Хафизовсен çемйисене свидетельствăсемпе тивĕçтерчĕç.

Çамрăк артистсем уяв илемне кỹчĕç. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн, "Сказка", "Центральнăй", "Василек", "Солнышко" ача сачĕсен воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Централизациленĕ библиотека системин ĕçченĕсем кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Библиотека директорĕ А. Овчинникова та пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.

Ачасем мини футболла, "Юмах сукмакĕ" вăйăра вылярĕç. Уявра кашнинех парне тивĕçрĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика