Строительсен ĕçĕпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 14:59 Просмотров: 359

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Люляри вăрман хĕрринче тахçан маларах пысăк кỹлĕ çынсене савăнтарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл типнĕ, çыранĕсем вашмăкланнă.

Иртнĕ çул вара кунта строительсен ĕç шавĕ вăй илнĕ. Пĕлтĕр федераци программипе пĕвене тĕпрен юсама пикеннĕ. Хальхи вăхăтра объектра хĕрỹ ĕç пырать. "Батыревская МТС" тулли мар яваплă обществăн строителĕсем тĕрлĕрен техникăпа çыран хĕррине çирĕплетессипе, шыв пухăнакан вырăнта ĕçе пĕтерессипе тимлеççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдиновпа Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министерствин шыв хуçалăхĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Валентина Сергеева ертсе пыракан пысăк ушкăн кăçал хута каякан пĕвери ĕçсене проектпа килĕшỹллĕн мĕнле пурнăçласа пынипе паллашрĕç.

- Çывăх вăхăтра Ишлĕ ял тăрăхĕнчи пĕчĕк Люля ялĕ те район çыннисемшĕн çеç мар, туристсемшĕн те илемлĕ кану вырăнĕ пулĕ. Строительсем тăрăшса тата пикенсе ĕçлеççĕ. Мастерсем ĕçе вăхăтра йĕркелесе, пăхсах тăраççĕ,- терĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина пулас пĕве малашлăхĕпе паллаштарса.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика