Первомайскисен те чаплă хоккей коробки пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 15:11 Просмотров: 359

ÇĔНĔ АХПỸРТСЕН хăтлă та пысăк хоккей коробки пирки чылайăшĕ пĕлеççĕ-тĕр. Кунта район çеç мар, республика шайĕнчи ăмăртусем те сахал мар иртеççĕ. Çывăх вăхăтра Первомайскинче те хоккеистсем валли тепĕр площадка уçăлĕ, вăл ялти вăтам шкул çумĕнче пулмалла.

Кун пирки çирĕппĕн калама сăлтавĕ те пур. Тимченко фончĕн "Ырă пăр" программин эксперт канашĕн ларăвĕнче 14 проект грант çĕнсе илнине палăртнă. Унта çĕршывăн 11 регионĕнчен хутшăннă. Вăл шутра пирĕн районти Первомайскинчи вăтам шкул "Пирĕн картишĕнчи команда" ("Команда нашего двора") проекта тăратса Тимченко фондĕнчен 1 миллион та 246 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Программăна пурнăçа кĕртнĕ хыççăн Митта Ваçлей ячĕллĕ шкул территорийĕнче те Çĕнĕ Ахпỹртсеннинчен кая мар хоккей коробки ĕçлеме пуçлĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика