Сăваплă ĕç - пархатарлă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019 15:12 Просмотров: 116

ÇИМĔК умĕнхи шăматкун - июнĕн 15-мĕшĕнче - православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк праçник- пиртен уйрăлса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă тăванăмăрсене асăнмалли кун. Ун чухне ватти-вĕтти, аякри-çывăхри тăвансем пуçтарăнса пурте масар çине каяççĕ, вил тăприсем умĕнче пуç таяççĕ, вилнисемшĕн çурта çутаççĕ, Турă çăкăрне асăнса çиеççĕ. Унччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Халĕ кашни ял тăрăхĕнчех халăх вăйĕпе масар территорисенче субботниксем йĕркелеççĕ, хăрнă йывăçсене тасатаççĕ, курăксене çулаççĕ тата ытти те. Иртнĕ вырсарникун Козловка-Пăлакассинче пурăнакансем те Л. Ширтанов старостăпа Н. Ярусов депутат ертсе пынипе сăваплă вырăна йĕркене кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туни пирки хаçат редакцине И. Козлова библиотекарь пĕлтерчĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30