Чикарккă вырăнне - панулми

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2019 17:57 Просмотров: 152

ЯЛ ХАЛĂХĔ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнтăр, çамрăксем сывлăха хавшатакан усал йăласенчен аякра тăччăр тесе мĕн кăна шутласа тупмасть-ши Турханти врач амублаторийĕнчи Анатолий Кольцов тухтăр! Тĕрлĕрен акци, ыр кăмăллăхпа çыхăннă ытти пуçарусем... Унăн шухăшне чăн малтан алхапăл йышăнса пурнăçлакансем, ăна пулăшакансем - волонтер-медиксем. Юлашки кунсенче вĕсем çак ушкăнпа çĕр улми анинче ĕç десантне ирттернипе пĕрлех кунĕпе чикарккă мăкăрлантаракан арçынсемпе уçăлса çỹреме, çынсене тĕтĕм ỹпкене мĕнле пысăк сиен кỹнине ăнлантарма, çав вăхăтрах пулас тухтăрсем вĕсен юн пусăмне тĕрĕслеме те май тупнă. Тăватă кунта çеç волонтерсем сигарет туртакан 53 арçынна "шефа" илнĕ, чикарккăна панулмипе улăштарма сĕннĕ. Медиксем çирĕплетнĕ тăрăх: кунне 20 сигарет туртакансем ыттисенчен 10 çул сахалрах пурăнаççĕ.

Анатолий Кольцов пирки çакна та палăртса хăвармалла. Вăл ăста специалист çеç мар, хастар общественник, нумай сăваплă ĕç тăвакан ырă çын, çав вăхăтрах районта йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи те.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1