Спорт вăйлисене юратать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2019, 18:12 Просмотров: 306

Районти Акатуй-Сабантуй çулленех спорт мероприятийĕсенчен пуян. Кăçал та аренăсем пĕрре те пушă тăмарĕç. Пĕр ăмăрту вĕçленет çеç, тепри пуçланать те. Çакна та палăртма кăмăллă: уявра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем кăна мар, ют районсенчен килнисем те хăйсен вăйĕсене виçрĕç.

Мероприятинче шашка-шахмат вăййине юратакансем те яланхи пекех хăйсен тавçăрулăхне кăтартрĕç. Кунта Татмăшри П. Даниловпа Ульяновкăри В. Матвеев ăста вылярĕç.

Кĕрешекенсем патĕнче "чирлисем" яланах нумайăн. Кавир çине вăй виçме тухакансене вĕсем шăхăрса та, кăшкăрса та хавхалантараççĕ. Ăмăрту та хĕрỹ иртет. Тĕреклĕ каччăсемпе арçынсем пĕр-пĕрне ниепле те парăнасшăн мар, анчах вăйлирен те вăйли çĕнтеретех. "Корэш" мелĕпе ăмăртакан çамрăксем хушшинче А. Ишмуратов, аслисенчен Р. Садаров абсолютлă паттăр ятне тивĕçрĕç.

Кăçал пĕрремĕш хут масс-рестлинг ăмăртăвĕ иртрĕ. Иккĕн хире-хирĕç ларса ятарлă патакка кашнийĕ хăй еннелле туртса илессишĕн тăрăшрĕç. Арçынсенчен Первомайскинчи В. Хромова, хĕрарăмсенчен Алманчăри Е. Чихинана парăнтаракан пулмарĕ.

Алă вăйне виçекенсем те нумайăн пулчĕç. Вĕсем те виçе категорийĕпе ăмăртрĕç. Абсолютлă çĕнтерỹçĕсем Е. Портновăпа А. Якупов пулчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче те ăмăрту хĕрỹ пулчĕ. Чи пĕчĕк виçе категориллисенчен (24 килограмм) мала С. Калмыков тухрĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи А. Чашкинпа Шăнкăртамри Р. Садаров хушшинче пынă кĕрешỹ питĕ çивĕч иртрĕ. А. Чашкин така илме тивĕçрĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе районта арçынсем те, хĕрарăмсем те интересленеççĕ. Спорт ветеранĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакан И. Махмутов çулне кура мар паттăр. 24 килограмлă кире пуканне вăл 5 минутра 113 хутчен çĕклерĕ.

Шкул ачисен эстафети яланах кăсăклă иртет. Вĕренекенсем чупнă чухне çил тухса пырать тейĕн. Вĕренỹ учрежденийĕсенчен Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем мала тухрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул - иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ветерансенчен çăмăл атлетикăра М. Фролов (Кивĕ Катек), Т. Давыдов (Хурама Твар), М. Зайцев (Треньел) маттурлăхне кăтартрĕç.

Çемье командисем старта тăнине курма уйрăмах кăмăллă. Кăçал тăватă çемье хутшăнчĕ. Финиша чи малтан Шăхачри Макаровсем çитрĕç.

Акатуй-Сабантуя килнисем штанга йăтакансен, велосипедпа ярăнакансен ăмăртăвĕсене, волейбол вăййине пăхса савăнчĕç.

Уявăн тĕп илемĕсенчен пĕри - лашасем чупни. Куракансем кунта яланах йышлă. Кам çĕнтерет? Çак ыйту нумайăшне канăçсăрлантарать. Урхамахĕсем вара пĕринчен тепри ытармалла мар. Чупнă чухне урисем çĕре перĕнмеççĕ тейĕн. Кăçал Шăнкăртамри А. Хамбиков тытса пыракан лаша мала тухрĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика