Çамрăкла вĕренни чул çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2019 09:35 Просмотров: 149

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕпе физкультурăпа спорт комплексĕнче каратэ секцине çỹ- рекенсем 9 тата 10 степеньсене тивĕçтерекен квалификаци экзаменĕсене тытрĕç.

3 ушкăна 35 ача çỹрет. Арçын ачасемпе пĕрлех хĕрачасем те пур. Занятисене кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçланă. Кĕçĕн ушкăнсене 6-10, аслине 16 çула çитичченхи ỹсĕмрисем çырăннă. Эрнере 3 хутчен тĕл пулаççĕ. Ачасене малтанхи хăнăхусене О. Камышев тренер парать. Ку енĕпе спорт мастерĕн кандидатне çитнĕ Олег Геннадьевич кĕрешỹ мелĕсене Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн лицейĕнче вĕреннĕ чухнех илнĕ. Студент пурнăçĕнче ( И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство кайран физкультура факультечĕсенче пĕлỹ пухнăскер) сахал мар ăмăртусене хутшăннă.

Экзамена вара республикăри "Алмаз" клуб представителĕ, аслă тренер С. Петров йышăнчĕ. Сергей Леонидовичăн хăйĕн те çак спортри ỹсĕмĕ пĕчĕк мар. Вăл 4-мĕш дана çитнĕ. Хăй те, воспитанникĕсем те çĕршывăн тĕрлĕ хулинчи ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар мала тухса савăнтарнă.

- Паянхи тĕрĕслеве секцине çỹрекен ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ килни те кăмăллă. Ывăл-хĕрĕн халиччен мĕн вĕреннине аслисене кăтартас килетех. Ал чăмăрĕ çинче ура пỹрнисем вĕççĕн палăртнă вăхăт чухлĕ тăма пултараççĕ. Çакă кашни çыннăн çăмăлпа пулмастех. О. Камышев ĕçĕ курăнатех. Кĕрешỹ мелĕсене алла илсе малашне ăмăртусене хутшăнмалла пултăр, сарă, симĕс... хура пиçиххи иличчен спорта парăнтарăр,- терĕ С. Петров.

- Аслăрах ушкăнри ачасен хусканăвĕсем илĕртỹллĕ тухаççĕ. Çамрăксем тренировкăсене çỹресе сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Тренер ĕçĕпе эпир кăмăллă. Каратэ секцине юлташăрсене явăçтарма та пултаратăр. Спортри пĕрремĕш экзаменăра тивĕçлĕ тытнă ятпа саламлатăп,- терĕ "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3