Халăх вăйĕпе - кĕлĕ çурчĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2019, 09:43 Просмотров: 291

Июнĕн 11-мĕшĕнче Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор хутшăннипе Кивĕ Катекре Турă Амăшĕн Хусан иконĕ ячĕллĕ часовньăна уçрĕç тата ăна сăвапларĕç. Владыкăпа пĕрлех Кивĕ Катексемшĕн асра юлакан мероприятие Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей, районти ытти чиркỹ настоятелĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Майрушкин, Турра ĕненекенсем хутшăнчĕç.

Часовньăна ял хастарĕсен пуçарăвĕпе тата халăх вăйĕпе иртнĕ çул тума пикеннĕ. Кĕске вăхăтрах ял çыннисем кĕлĕ çуртне хăпартса, йĕри-таврашне илем кỹме ĕлкĕрнĕ.

Çак кунхинех Феодор Владыка Кĕçĕн Патăрьелĕнче шурă гвардеецсене хирĕç пынă çапăçура пуç хунă граждан вăрçин паттăрне Петр Крепковпа унăн юлташĕсене асăнса лартнă палăк (вилтăпри çинче), çил арманĕ вырнаçнă территоринче те часовня уçса сăвапларĕç. Малашне çав вырăн туристсемшĕн тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Кунта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев тата Сергей Ювенальев ỹнерçĕ-дизайнер территорие хăтлăлатас тĕлĕшпе проект хатĕрленĕ.

Ыр кăмăллăх тав сăмахĕсĕр пулмасть. Строительствăра хастарлăх кăтарнисене Владыка Феодор тата ял тăрăх пуçлăхĕсем Алексей Майрушкинпа Константин Михеев Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене парса чыс турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика