Красномайски клубĕ тĕпрен çĕнелнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2019, 09:56 Просмотров: 306

РАÇÇЕЙ кунĕ умĕн, июнĕн 9-мĕшĕнче, Красномайскинче ял халăхĕпе, ытти хăнасемпе "культура вучахне" сумлă лару-тăрура уçнă. Шăп та лăп çулталăк каялла кунта хĕрỹ ĕçсене пикеннĕ. Ку таранччен кивĕ клубăн кăшкарĕ çеç юлнă. Ыттисене вара строительсем йăлтах пăсса улăштарнă: шалтан та, тултан та тĕпрен капăрлатнă. Чăваш Республикин тĕп хули - Шупашкар - пуçланса кайни 550, автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине хатĕрленсе пурнăçлакан мероприятисен программипе юсанă клуб тăватă миллион тенке (подрядчикĕ ИП Ямалетдинов) ларнă. Паян вара вăл ял илемĕ, мăнаçлăхĕ, халăх пухăнса савăнмалли центр шутланать. Красномайскисене çак паллă кун ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов, ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Елена Чернова, Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕ Раил Камалов саламланă, ял клубĕнче халăх кăмăлне каякан мероприятисем ытларах ирттерме культура ĕçченĕсене ăнăçу суннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика