Усал çын утар тытаймасть

Категория: Публикации Опубликовано: 21.06.2019, 09:08 Просмотров: 209

"Авангард" хаçата малтан аттепе анне çырăннă, кайран хам та унсăрăн пĕр çул та тăрса юлман. "Вĕлле хурчĕсем ĕçчен çынна юратаççĕ" (мартăн 19-мĕшĕ, 20 №) статьяна вуласа тухнă хыççăн алла хутпа ручка тытмасăр чăтаймарăм. Вĕлле хурчĕсем ырă кăмăллă, чун-чĕрепе сăпайлă çынсене те килĕштереççĕ. Усалсемпе суеççĕсем тем пек тăрăшсан та вĕсене ĕрчетеймеççĕ. Утарçă начар кăмăлпа хăйсем патне пырсан та вĕсем питĕ лайăх сисеççĕ. "Ылтăн" хуртсене пушăпа та выльăхсене хăратнă пек хăратаймастăн, хушаймастăн та. Ĕçе лайăх, пĕлсе йĕркелесе пырсан ырăпа 2-3 хут ытларах та тавăраççĕ.

В. Бахмисов вĕлле хурчĕсемпе чылай çул интересленет. Вăл Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленийĕнче (ДРСУ) нумай вăхăт ертỹçĕре вăй хучĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынăран çынсемпе те сасă хăпартса калаçса курман. Коллектив унпа питĕ кăмăллăччĕ. Организаци малтисен шутĕнче тăнă. Вăл Аслă Чемен çывăхĕнчи вăрманта пĕр хитре уçланкăра çул-йĕр управленийĕн утарне уçрĕ, вĕлле хурчĕсене пăхма М. Дубинина шанчĕ. Михаил Александрович тăрăшса вăй хучĕ, вĕллесене те хăйех çĕнетсе тăратчĕ.

В. Бахмисов çулĕпе çамрăках мар пулсан та паян та вĕлле хурчĕсем усрать. Вăл туса илнĕ продукци "Чи лайăх пыл - 2018" номинацие тивĕçнĕ. Юлташĕсем, пĕрле ĕçленисем патне хăнана кайнă чухне те кучченеç пыл илет.

Турханти Н. Пирожков пирки те ырăпа çеç калас килет. Николай Петрович хурт-хăмăр ĕрчетес текенсем патне килĕнчи ĕçĕсене пăрахса çитет. Вăл ĕçпе те, сăмахпа та пулăшать, çавăнпах пуль районта утарçăсен шучĕ çуллен ỹссе пырать.

Вĕлле хурчĕ тытас туртăм пирĕн те йăхран-йăха куçса пынă. Хурт-хăмăрçăсем пĕр-пĕринпе вĕллери хуртсем пек пĕр сăмахра пурăнаççĕ. Çемйисенче килĕшỹ хуçаланать. Атте-аннерен те, ыттисенчен те утарçăсем пăлханса пурăннине, мăшăрĕсенчен уйрăлнине илтмен.

Нумай пурăнас, яланах сывлăхлă пулас тесен тухтăр патне кайма ан васка, хурт-хăмăрпа туслаш, теççĕ. Çакна пирĕн пурин те асра тытасчĕ.

А. ЛЕОНТЬЕВ, ĕç ветеранĕ. Патăрьел

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика