Усă курнă батарейкăсене ăçта пăрахмалла-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2019, 09:27 Просмотров: 191

ПАЯН кашни килтех пỹрнеске евĕр пĕчĕк батарейкăпа ĕçлекен сехетсем, хунарсем, телевизор пульчĕсем тата ытти те çителĕклех. Шел пулин те вĕсем ĕмĕрлĕх мар. Темиçе уйăхранах хăйсен вăйне пĕтереççĕ. Кайран вĕсене ăçта пăрахмалла-ши? Чылайăшĕ тавралăхшăн, организмшăн питĕ пысăк сиен кỹрекен батарейкăсене çỹп-çап витрине ывăтать. Ун хыççăн ăна хальхи вăхăтра ялсенче вырнаçтарса пыракан контейнерсене пăрахаççĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ăна районта пуçтаракан яваплă çын е организаци хальлĕхе çук.

Шупашкарта ку тĕлĕшпе вăхăтран-вăхăта ятарлă кунсем те ирттереççĕ. Нумай пулмасть çеç пĕр эрне хушшинче "Неделя сбора батареек Duracell" акци вăхăтĕнче 2,2 тонна батерейка пуçтарнине çырчĕç. Çакнашкал пуçарусем, паллах, район халăхĕшĕн те ытлашши пулмĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика