Тирпей-илем -хамăршăн

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2019, 09:43 Просмотров: 191

"Улăх тăрăх утрăм та утрăм, тухаймарăм-çке утса...",- шăратаççĕ çамрăксем теньелĕнчи "Çамрăк- лăх" утравĕнче. Йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Пĕр хутчен çеç мар субботник ирттертĕмĕр кунта. Сăмах май çакна та палăртмалла, ял урамĕсенче те, масар çинче те йĕрке тума тăрăшрăмăр. Кăмăллă. Тĕлли-паллисĕр çỹп-çап пăрахса çỹрекенсене асăрхаттарнă.

"Халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче унта та кунта ирĕк паман çỹп-çап вырăнĕсем йĕркеленни пирки ỹпкелешсе калаçни час-часах илтĕнет. Республикăра пурăнакансен пулăшăвне, "Халăх тĕрĕслевĕ" проекта пула тип варсенче тата вăрман тăрăхĕсенче ирĕк паман 294 çỹп-çап вырăнне тупса палăртнă тата тĕп тунă. Пуçаруллă çынсене тăван тавралăхшăн тăрăшнăшăн тавтапуç!" тесе палăртнăччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Тирпей-илем хамăршăнах çав ĕнтĕ. Ял уявне уявлама та кăмăллă пулчĕ утрав çинче. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ. 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулнăран "Тĕпел" кружока çỹрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Напольная урамра пурăнакансем Н. Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать" драмин сыпăкне вылярĕç. Кооператив урамĕн харсăрĕсем "Колобок" юмахăн çĕнетнĕ варианчĕпе паллаштарчĕç.

Спорт мероприятийĕсем те интереслĕ иртрĕç. Куракансем хутшăнакансене хавхалантарса тăчĕç.

Уява хуласенче пурăнакан ентешсем те йышлăн килнĕ. Вĕсем те вăйăсене хаваспах хутшăнчĕç. Н. Иванов, акă, Омск хулинченех çитнĕ. Хусан патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕскер ĕçе унти авиаци заводĕнче "Полет" конструктор бюровĕнчен пуçланă. Тĕрлĕ изобретени свидетельствипе патенчĕн авторĕ Николай Николаевич. Наука кандидачĕ 20 ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. Унăн СССР Космонавтика Федерацийĕн М. Келдыш ячĕллĕ медалĕ те пур. Николай Николаевич шкултан вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕ. Вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма кирлĕ сĕнỹсене пачĕ.

"Пĕччен суран типсе пырать, ушкăн сурать кỹлĕ пулать", - теççĕ халăхра. Кар тăрса ĕçе пуçăннине нимĕн те çитмест. Малашне те çĕр ĕç фирмисемпе, депутатсемпе, ял тăрăхĕн администрацийĕпе, шкул-сад, хĕрарăмсен, клуб канашĕсемпе килĕштерсе уявра та, ĕçре те пĕрле пуласчĕ.

Н. ПОЛОЖИН, ял старости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика