Юн пусăмĕ чакрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:15 Просмотров: 161

1. 1 апат кашăкĕ сар çип путине вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтарса илмелле. Шĕвеке кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕк стакан ĕçмелле.

2. 1 апат кашăкĕ розмарин курăкне вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.

Кавăн эмел вырăнĕнче те

Гиповитаминоз, атеросклероз чухне, çавăн пекех антибиотиксемпе сипленнĕ тата пайăрка терапийĕ хыççăн: кунне 2 хут апатчен теркăпа хырнă 1 стакан кавăн çимелле.

Юн сахаллансан: кунне 3 хут теркăпа хырнă кавăна çуршар стакан çимелле.

Апат ирĕлесси пăсăлсан, час-часах вар хытсан кунне 2 хутчен апат вăхăтĕнче 1 стакан пĕçернĕ кавăн çини лайăх.

Юн пусăмĕ ỹссен, чĕре чирĕсене пула ỹт тăртансан кавăна кулленхи рациона кĕртмелле (кавăн пăтти, духовкăра корица хушса хатĕрлени, кавăн нимĕрĕ тата ытти те).

Сĕткенĕ те çав тери усăллă. Пĕвер тата пỹре чирĕсем аталансан кунне пĕр хутчен апатчен çур сехет маларах çур стакан кавăн сĕткенĕ ĕçмелле.

Шăнса чирлесен, вĕрилентерсен температурăна чакармашкăн сĕткенне кунне 3 стакан ĕçме юрать.

Шăк хăмпинче, пỹрере чул пухăнсан, юн пусăмĕ час-часах ỹссен кунне 3 хут апатчен чĕрĕк стакан сĕткенне ăша ямалла.

Ыйхă вĕçсен çĕрле чĕрĕк стакан сĕткене 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштарса ĕçни пулăшать.

Вар час-часах хытсан кунне 3-4 хут апатчен çур стакан сĕткен ĕçмелле.

Профилактика тĕллевĕпе 3 уйăхра пĕр хут çапла сипленни лайăх.

Вăраха кайнă ỹслĕкрен

1 апат кашăкĕ ỹсентăран çăвне, 20 тумлам эмел шур курăкĕн (шалфей) çăвне тата 10 тумлам шур чăрăш (пихта) çăвне хутăштармалла. Хутăша шыв мунчинче вĕрилентермелле. Çак çупа çурăма, кăкăра лайăх сăтăрмалла.

Ỹте сăтăрнипе пĕрлех эмеле ăша та ямалла. 3 тумлам эмел шур курăкĕн çăвне 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла, кунне 3 хут апатчен вĕри шывпа сыпса ĕçмелле. Темиçе кунранах ỹслĕк иртет.

Пылпа сырсăр май çук

Сирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пухура отчет тумалла-и? Е тата тивĕçлĕ должноç йышăнас тесе ĕç параканпа тĕл пулмалла. Яваплă самант умĕн пыл, хуратул пăтти, сыр пулăшма пултараççĕ.

Пыл пуç мими процесĕсене вăйлатать, информацие астуса юлассине лайăхлатать. Çавăн пекех вăл активлă ферментсем пуррине кура пăлхану туйăмне сирсе ярать.

Тимĕрпе пуян хуратул кирлĕ самантсенче тимлĕхе ỹстерет, нервсене лăплантарать.

Хытă йышши сырти кальци шухăшлава анлăлатать.

А. СЕРГЕЕВА хатĕрленĕ

Асăрхаттарни: пирĕн сĕнỹсемпе усă куриччен тухтăрпа канашламалла.

Яндекс.Метрика