Вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:28 Просмотров: 177

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 74 çул çитрĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте вăл вăхăтри ачасен тỹпи те пысăк. Вĕсем фронта тĕрлĕрен çулпа çитме тăрăшнă, партизансен лав ушкăнĕсемпе чăтăмлăн çỹренĕ, фабрикăсемпе заводсенче, элеваторсенче вăй хунă, уй-хирте тырă вырнă, вăкăрсемпе кĕлте турттарнă, авăн çапнă. Салтаксен фронтра паттăрла тунă ĕçĕсем тата вăрçăн стратегилле тапăнăвĕсем анчах мар, тылри тăрăшуллă çынсен хастарлăхĕсем те Çĕнтерĕве çывăхлатнă. Каярах та ишĕлчĕк хуласемпе ялсене çĕклесси, ял хуçалăхне аталантарасси çамрăк ăру çине тиеннĕ.

Сивĕре, выçлăхра çитĕннисемпе тан ĕçлесе вăрçă ачисем ачалăхран ир уйрăлчĕç. Шел пулин те, 1928-1945 çулсенче çуралнисем валли "вăрçă ачисем" статуса халĕ те çирĕплетеймерĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи йывăр вăхăтра тăлăх, çапкаланса çỹрекен ачасене патшалăх хăй çине илнĕ. 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинграда блокадăран ирĕке кăларнă хыççăн хулара 85 ача çурчĕ уçăлнă. Пирĕн районта вăл малтанласа Шăнкăртамра пулнă. 1954 çулта педучилище çурчĕ пушансан ăна Патăрьелне куçарнă. Елчĕк районĕнчи Исемпелĕнчи ача çуртне салатса ярсан унти пепкесене те Юхмапа Пăла тăрăхнех илсе килнĕ.

Вăрçă ачисене вĕренме те майĕ-шывĕ сахалтарах пулнă, вĕсем пĕрех пĕлĕвĕсене аталантарма тăрăшнă. Пирĕн ялта, Тăрăнта, çуралса ỹснĕ Леонид Лялькин - хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, сăвă ăсти. Вăл хайлавĕсенче Тăван çĕршыва юратни, вăрçăри паттăрлăх, тавралăх илемĕ пирки çырать.

Халăхăн Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă пайĕн шучĕ çуллен чакса пырать. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен тата кăçалхи тĕллевсене палăртакан канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ С. Енилина вăрçă ачисене халалласа палăк лартас ыйтупа тухнине хапăлласа йышăнни чăннипех те савăнтарать. Хисеплесчĕ, сума сăвасчĕ вĕсене.

В. ПЕТРОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика