Пирус туртнин, эрех-сăран сиенĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:30 Просмотров: 228

Çапла çирĕплетет районти тĕп больницăри Н. Надина врач-нарколог. Çак ыйтăва малалла тăсма Надежда Борисовнăна хаçат редакцийĕн тĕпелне чĕнтĕмĕр.

- Чăн та пирус сиенĕ çинчен пурте пĕлеççĕ. Анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă чир хăйне пырса тивмессе шанать. Çын организмĕн кирек хăш пайне те сиенлĕ витĕм кỹрет çав сигарет. Уйрăмах ỹпкене, сывлав çулĕсене. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре кислород çителĕклĕ пулманнипе хавшать те вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ỹкерессине те витĕм кỹрет пирус сиенĕ. 

Туртакансем ытларах эндартериитпа аптраççĕ. Малтан ура ыратма пуçлать, унтан уксахлаттарать, каярахпа гангрена аталанать, хăш чухне урана татма тивет.

Пирус туртакан хăй кăна мар- çке, çывăхри çынсем те сиенленеççĕ. Сигаретпа туслă ашшĕ- амăшĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе, ачасене пĕчĕклех туртма хăнăхтараççĕ теме пулать.

- Калăр-ха, юлашки вăхăтра çамрăксем эрех-сăра ĕçнине курма пулать. Мĕнрен килет-ши çакă? Тата сăра организмшăн мĕнпе хăрушă?

- Кунта çамрăксен ăс-тăнне çемьери, обществăри йăла-йĕрке, кирек мĕнле уява, ĕçке-çике эрех-сăрапа паллă тума хăнăхни витĕм кỹрет. Ача пĕчĕкрен çакна курса ỹсет те тĕрĕс тесе шухăшлама пуçлать. Эрех-сăрасăр пурăнайман, ĕçкĕçе тухнă çынсем пурте тенĕ пекех малтан сăрапа туслашнă. Сăрара эрех спирчĕ пур. Унăн хăвачĕ 4-5 процентпа танлашать.

Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре, куллен сăра ĕçнипе, шĕвек нумай уçлама тивнине пула, пысăкланса каять. Унăн мышцисем çỹхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ỹсет.

Тата сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕверте гепатит аталанать, малашне цирроза куçма пултарать. Сăра шăк çулĕсемшĕн синкерлĕ, усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика