Çаклансамччĕ вăлтана пысăк тата пĕчĕк пулă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:46 Просмотров: 199

ЫРАН, июнĕн 29-мĕшĕнче, ирпе-ирех Треньел кỹлли йĕри-тавра пулă тытма юратакансем çеç мар, курма пыракансем те йышлă пухăнĕç. Ун валли сăлтавĕ те пур. Илемлĕ те илĕртỹллĕ, çырансене тасатса тирпейленĕ кỹлĕ хĕрринче "Çаклансамччĕ вăлтана пысăк тата пĕчĕк пулă" турнир ирттерме хатĕрленеççĕ. Районти "Пограничное братство" уйрăмĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе (ертỹçи Анатолий Быков) халăхран укçа пуçтарса нумай пулмасть кунта карп, шурă амур ĕрчетме янă. Иртнĕ çул та уйрăм пуçаруçăсем, "Исток" хуçалăх пулăшнипе, кỹлле тĕрлĕрен вĕтĕ пулăсемпе пуянлатнăччĕ. Çулталăк хушшинче вĕсем илĕртмелĕх ĕрченĕ темелле.

- Треньел кỹлли район халăхĕшĕн кану вырăнĕ пултăр тесе эпир, чикĕ хуралçисем, чылай тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе час-часах субботниксем йĕркелетпĕр, çынсене те хăйсем хыççăн тирпейлесе хăвармаллине ăнлантаратпăр. Шыв та çĕр-аннемĕр пекех таса та сăваплă. Тавралăха пурин те куç шăрçине упранă пек сыхламалла, - тет çут çанталăк илемĕшĕн ырми-канми тăрăшакан Анатолий Алексеевич.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика