Еншикри Мишке кỹлли хăçан кĕперлĕ пулĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 02.07.2019 09:19 Просмотров: 502

ЕНШИК ялĕнчи Школьная урамра пурăнакансем çак ыйтăва пĕрре мар хускатаççĕ. Хăрах касра тĕпленнĕ ватăсене иртнĕ çултанпах Мишке кỹлли урлă каçакан каçма-кĕпер юрăхсăра тухни пăшăрхантарать. Сăмах май каласан, пирĕн хаçат корреспонденчĕ те ватăсен пăшăрханăвне шута илсе яла çитсе статья та пичетленĕччĕ. "Тăваттăмĕш влаçăн" та витĕмĕ пулмарĕ курăнать, вырăнти хуçасем çакна пурпĕр татса памарĕç. Унтанпа çулталăк иртрĕ пулин те ял старости те, депутатсем те халăх куллен усă куракан каçмана юсама пулăшман. Пăшăрхану çĕнĕрен çуралчĕ. Н. Сур- наева ĕç ветеранĕ хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, нумай пулмасть ватăсем хăйсен вăйĕпе çеç ăна çапкаласа хунă, анчах вăл каллех вăхăтлăх çеç. Паянхи кун вара касра хуларан каникула канма килнĕ шăпăрлансем те пайтах. Кун каçа хăйсен ыйтăвĕпе çак вырăнтан çула кĕскетекенсем те чылайăн. Пурте шыв урлă сехĕрленсе те хăраса çеç каçаççĕ. Енчен те пĕри е тепри инкек курсан?

Паян чылай ялта кĕперсене, çулсене тата ыттисене халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе тăваççĕ. Паллах, ун пек чухне вырăнти власть хутшăнмасăр та пулмасть. Ĕçе йĕркелекенсем вара - старостăсем. Шанас килет, Еншикри Мишке кỹлли те çывăх вăхăтра капăр каçмаллă пулĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6